Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Музейри ӳнер каҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 06.11.2013 08:03 | 1079 хут пӑхнӑ
Культура

Хӗрлӗ Чутайри Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Этем тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейӗнче те ӳнер каҫӗ иртрӗ. Ҫак каҫ музей сӗм ҫӗрлечченех ӗҫлерӗ. Музейре тӑрӑшакансем пухӑннисем валли пуян культура программи хатӗрленӗ.

Малтанах пухӑннисем вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ зал тӑрӑх ҫӳрерӗҫ, унтан иккӗмӗш этажри художниксен картинисепе паллашрӗҫ. Кайран музей йӗркелесе янӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарскине халалланӑ кӗтесе кӗчӗҫ: унӑн ал ҫырӑвӗсем, блокночӗсем, вӑл ҫырнӑ кӗнекесем, хӑй йӑтса ҫӳренӗ пысӑк портфель, сӑнӳкерчӗксем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Мӗн тери пултаруллӑ ҫын пулнӑ вӑл, еплерех ырӑ ят хӑй хыҫҫӑн хӑварнӑ. Кӑҫал районта вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявларӗҫ, «Тантӑш» хаҫат вӑл пухнӑ такмаксен пуххине пичетлесе кӑларчӗ.

Хӑнасем чӑвашсен ӗлӗкхи тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме пултарчӗҫ. Унсӑр пуҫне асаннесем еплерех пир тӗртнипе паллашрӗҫ, хӑйсем те пир тӗртсе курчӗҫ, ҫӑм арларӗҫ.

Музей ертӳҫи Зоя Спиридонова «Пӗтӗм тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» коммерци выставкипе паллаштарчӗ. Коллекцие Шупашкарта пурӑнакан Виссарион Петрович Лосманов пухнӑ. Ку коллекцире пурӗ 4 пин тӗрлӗ тӗслӗ лӗпӗшсемпе нӑрӑсем. Экскурсипе пухӑннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Сансем (18)

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Хӗрлӗ Чутай, #музейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем