Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Штанашсем сцена ҫинче драма лартрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 24.10.2013 00:11 | 1180 хут пӑхнӑ
Культура Спектакль саманчӗ. Галина Зотова сӑнӗ
Спектакль саманчӗ. Галина Зотова сӑнӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Асамлӑ чаршав» фестиваль малалла пырать. Ял тӑрӑхӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Культура ҫурчӗсен сцени ҫине паллӑ драматургсен хайлавӗсемпе тухаҫҫӗ. Халӑх ытларах камитсем пӑхма юратать, ҫавӑнпа артистсем ытларах чухне сцена ҫинче кулӑшла спектакльсем лартса пама кӑмӑлларах параҫҫӗ.

Штанашсем вара вӑрҫӑ теми суйласа илнӗ, куракансем умне Беларуҫ драматургӗ Алексей Кудрявцев ҫырнӑ «Тӑлӑх Марье» ятлӑ икӗ пайлӑ драмӑпа тухрӗҫ. Залра «Асамлӑ чаршав» сӑн тата кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Пьесӑри ӗҫсем вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 40 ҫул иртсен пулса иртеҫҫӗ. Тӑлӑх хӗрарӑм Марье (Надежда Егорова) ӗмӗр тӑршшӗпех хӑй пытарнӑ летчикӑн вил тӑприне пӑхса пурӑнать, ӑна асрах тытать, вӑл ӑна юратнӑ пулнӑ-ҫке, ял пуҫлӑхӗ лайӑхрах кил-ҫурта куҫма сӗнсессӗн ҫӗнӗ ҫӗре ниепле те куҫса каясшӑн мар. Вӑрҫӑ пьесӑри геройсен асӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ: Мотя хӑйӗн ачине вӗлернӗ хыҫҫӑн ӑсран тайӑлнӑ (ку сӑнара Майа Егорова чуна тивмелле сӑнласа пачӗ, сасси, хӑйне тытни, пуканене ача тесе ыталаса алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрени ытла та чуна ҫӳҫентерет. Ял администраторӗн Татьяна Ивановнӑн (Елена Майорова) амӑшне, Ольгӑна (Надежда Шипеева) нимӗҫсем пусмӑрланӑ иккен, Татьяна Ивановнӑра нимӗҫ юнӗ чупать... Марье юратса пурӑннӑ летчикӑн арӑмӗ (Светлана Соловьева) 40 ҫултан тупӑнать. Вӑл та мӑшӑрӗпе кӑштах та пурӑнса курайман иккен. Спектакльте ҫавӑн пекех почтальонка Ганна рольне Валентина Тумашкова лайӑх сӑнарларӗ.

Курӑнусем (актсем) хушшинче янӑранӑ кӗвӗсене вырӑнлӑ усӑ курнӑ тесе палӑртаҫҫӗ куракансем. Спектакле пӑхма ҫӑмӑлах мар — чуна хумхантарать, куҫран куҫҫуль кӑларать.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш, #спектакльсем, #фестивальсем, #театрсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем