 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    Ака уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнӗ ятпа интернет-олимпиада ирттереҫҫӗ. Олимпиадӑна 9-11 класра вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Интернет-олимпиадӑна И. Я. Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тӗпчес ӗҫе ачасене явӑҫтарас, вӗсене чӑваш халӑх тата чӗлхин историйӗпе интереслентерес тата интернет технологисемпе туллинрех усӑ курма хӑнӑхтарас тӗллевсемпе йӗркеленӗ.
Олимпиада ыйтӑвӗсене интернетри http://pedkanash.chuvash.org сайтра ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вырнаҫтараҫҫӗ. Пӗтӗмпе вунӑ ыйту пулать. Вӗсен тулли хуравӗсене ака уйӑхӗн 6-мӗшӗччен civmih2@narod.ru адреспа электрон ҫыру ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ файл пек йышӑнаҫҫӗ.
9-пе 11-мӗш классенчи вӗренекенсем, ӑнӑҫу сире сунатпӑр!
| Анюта // 2407.60.8991 2008.04.02 14:02 | |
| http:// | |
| илемпи // 3004.53.9023 2008.04.05 11:15 | |
| Хуравĕсем:
 1-мĕш ыйту: Çак сăмахсене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Фёдоров каланă. 2- мĕш ыйту: ÿ сас паллине (Яковлев) 1873 çултан пуçласа усă курма тытăннă. (Краснов Н.Г. « И.Я.Яковлев и его потомки», Чебоксары, 2007, стр75) 3-мĕш ыйту: II Александр патшапа 1871 çулхи çĕртме е çу уйăхĕсенче ( лайăхах астумасть) Чĕмпĕр хулинче тĕл пулнă. Яковлев аса илĕвĕсем тăрăх вăл шуранка сăн- питлĕ, çÿллĕ кĕлеткеллĕ çын пулнă. Вăл сюртукпа пулнă. Патша ун асĕнче лайăхах мар туйăмсем тата шухăшсем хăварнă. .(И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.150 ) 4- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев 1857 çулхи октябрь уйăхĕнче комета курать. Вăл питĕ пысăк пулнă; хÿри те тÿпене талккишпех хупланă. Комета кăнтăр хĕвел анăçĕнчен тухнă. Çав çулхине 3 комета курăнма пултарнă: Д’ АРРЕ, Понса Виннекс, Туттля. (И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр. 79 ) 5-мĕш ыйту: Çĕр виçекен пулнă чух уйăхне Яковлев 10 тенкĕ шалу илнĕ.Çак укçа çумне хирте ĕçленĕшĕн 3 тенкĕ хушса тÿленĕ. Пĕтĕмпе вара ĕç укçи 13 тенке çитнĕ. Чаплă кĕрĕк çĕлеттересси 2 çула тăсăлнă.(И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.105 ) 6- мĕш ыйту: хуравĕ çук. 7-мĕш ыйту: Ар гимназине кĕме Яковлев вырăс чĕлхипе историпе, нимĕç чĕлхипе, математикăпа экзаменсем тытнă. (И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.121) 8-мĕш ыйту: хуравĕ çук. 9- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев калавĕсен Л.Н.Толстой калавĕсемпе пĕр евĕрлĕрех пулнă. Толстойăн калавĕсен чăвашла куçарăвĕ Яковлевăн « Азбука» кĕнекине кĕнĕ. Кунта Толстойăн « Лгун» калавĕ Яковлевăн «Суеçĕ» калавĕпе пĕр пекех пулнине палăртмалла. ( «Дело его жизнь», Чебоксары, 2003 г., стр. 176) 10- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев ача сачĕсем евĕрлĕ вĕренÿ учрежденисем пуçласа йĕркеленĕ. Вĕсем Яковлев çуралнă тăрăхра 19- мĕш ĕмĕртенĕ. ( Н.Г.Краснов. « И.Я.Яковлев и его потомки», Чебоксары, 2007, стр. 433.) 11- мĕш ыйту: хуравĕ çук. 12- мĕш ыйту: И.Я.Яковлев венгрсен паллă учёнăйĕсемпе В. Мункачипе тата Д. Мессарошпа тĕл пулнă. (И.Я.Яковлев. " Моя жизнь", Москва, " Республика", 1997, стр.23) | |
