Зоя Игнатьева – чӑн-чӑн алӑ ӑсти. Вӑл ӑсталанӑ япаласем куҫа илӗртеҫҫӗ.
Зоя Ивановна 20 ҫул ӗнтӗ хӑйне евӗр сувенирсем ӑсталать: панно, ӳкернӗ турилккесем, шӑнкӑравсем, шӑхличсем, магнитсем... Ҫаксене йӑлтах вӑл чӑваш эрешӗпе илемлетет.
Унӑн ӗҫӗсене республикӑра пурӑнакансем кӑна мар, хӑнасем те кӑмӑллаҫҫӗ: туристсем сувенирсене туянса пӗрле илсе каяҫҫӗ.