Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интерната хупни пирки те, ӑна хӳтӗлесе иртнӗ митингсем пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав шутра тӳре-шара юлашки йышӑнупа ҫак лицей валли ҫӗнӗ ҫурт купаласа лартасшӑн пулни ҫинчен те. Хакӗ вара юсав ӗҫӗсене ирттерме шухӑшлани пекех. Кивӗ ҫурт-йӗре сутса ярасшӑн. Ҫӗнӗ ҫурт вырӑнӗнче ӗҫсене пуҫламанни вара ҫак лару-тӑру — наци лицейӗ хупӑ тӑни — тахҫанчченех тӑсӑлассине пӗлтерни куҫ кӗретех.
Ӗнер, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, тӳре-шарана ҫак ыйтупа ӗҫлеме ыйтас тесе Мускавра пикет иртнӗ — унта Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернатра хӑй вӑхӑтӗнче вӗреннӗ, халь вара Мускавра ӗҫлекен ҫамрӑксем тухнӑ. Хӑйсен плакачӗсенче вӗсем наци лицейне пӗтерни чӑваш нацине пӗтернипе тан пулнине каланӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем лицея малтанхи ҫуртрах уҫма ыйтнӑ — юсав ирттерсе. Лицей ҫӗрне те ҫуртне те сыхласа хӑварма сӗннӗ. Вӗренӳ пайӗсене те малтанхисенех хӑварма ыйтнӑ вӗсем — дисциплинӑсен йышне тӳре-шара катертме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Плакатсем ҫинче «Чӑваш наци лицейӗ — пултаруллӑ ял ачисен шкулӗ», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» — тесе эпир чӑвашла хӑҫан калӑпӑр-ши?», «Ликвидация национального лицея-интерната = ликвидация чувашской нации», «Разгромим Лицей — потеряем будущих Бичуриных, Ашмариных, Николаевых, Чапаевых, Ивановых...», «Долой правительство, продающее школу», «Требуем немедленного начала ремонта!» ҫырнисем пулнӑ.
Пикета пурӗ 50 яхӑн ҫамрӑк тухнӑ. Ача кӳмминче ларакан шӑпӑрлан та хутшӑннӑ — вӑл хӑйӗнчен икӗ хут пысӑкрах хута тытса тӑнӑ! Акци Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ элчелӗхӗн Мускаври ҫурчӗ умӗнче (Мӑн Ордынка, 46) иртнӗрен Леонид Волкова та чӗннӗ. Ҫак акцие ирттернӗ Николай Белов Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ элчине вӗсем патне тухнӑшӑн, вӗсемпе тӗл пулса калаҫма вӑхӑт тупнӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
Сӑнсем (8)