Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян ир-ирех Калининградри аэропортра Шупашкартан вӗҫсе килнӗ пӗрремӗш самолет пассажирӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ.
Самолет Шупашкартан ҫӗрле 23:50 сехетре рейса тухнӑ. Тепӗр 2 сехет те 5 минутран Храброво аэропортӗне анса ларнӑ.
Вӑхӑт ир еннелле кӑна сулӑннине пӑхмасӑр Чӑваш Енри пассажирсене «Балтийские чуваши» пултарулӑх ушкӑнӗ кӗтсе илнӗ.
Палӑртса хӑварар: рейса «Аэрофлот» компани пурнӑҫлать.
Agabazar // 2140.69.7903
2025.06.22 15:51 | |
Мĕнле юрăпа? Вуник кăшăллине-и? Ма кăсăкланмастăр? | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.06.23 08:22 | |
Агабазара: Сана пĕрех мар-и?.. Чи пахи - Чăваш Юррипе!
Валери Туркай. 23.06.25 | |
