Пӗрремӗш хут чӑваш чӗлхи ҫине Уильем Шекспирӑн чи паллӑ хайлавсенчен пӗрине — «Лир патши» трагедине чӑвашла куҫарнӑ. Шӑматкун, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче спектакльӗн премьери иртнӗ. Ӑна ултӑ уйӑх хушши хатӗрленӗ пулнӑ иккен.
Тӗнчипе паллӑ ҫыравҫӑн хайлавне чӑвашла республикӑри паллӑ драматург, журналист Владислав Николаев куҫарнӑ. Спектакльне вара Станислав Васильев режиссёр лартнӑ пулнӑ.
— «Лир патши» пур театрта — пысӑк ҫитенӳ. Спектакльте республикӑри тава тивӗҫлӗ артистсемпе пӗрле ҫамрӑккисем те хӑйсен рольне тупнӑ. Тум-юмсемпе декорацисем усӑ курса эпӗ спектакльте пулса иртекен ӗҫе-хӗле паянхи вӑхӑтпа тачӑ ҫыхӑнтарма тӑрӑшрӑм, — каласа парать спектакль режиссёрӗ.
Иртнӗ ӗмӗрсенче ҫырнӑ трагеди хӑйӗн кӑткӑслӑхне паянхи кун та ҫухатман. Спектакльте ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем хушшинчи ӑнланусӑрлӑх, патшалӑх пайланӑвӗ, шанчӑклӑхпа сутӑнчӑклӑх тата ытти пирӗн обществӑри ыйтусене хускатнӑ.
Уильем Шекспирӑн хайлавне чӑвашла куҫарса, сцена ҫинче лартни республикӑшӑн пысӑк ҫитӗнӳ.