Кӗҫӗр Комсомольскинче Тӗп урамра ҫурт ҫуннӑ. Пушар 22 сехетре пуҫланнӑ.
Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн пушарнӑйсем икӗ ҫын виллине тупнӑ. Вӗсем – амӑшӗпе ывӑлӗ. Амӑшӗ 78 ҫулта пулнӑ, ывӑлӗ – 54 ҫулта.
Пушар 72 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче полици ӗҫченӗсем ҫуртра пушар тухнине асӑрхаса 5 ҫынна урама илсе тухнӑ.