Чӑваш наци конгресӗ сӗннипе унӑн хастарӗсем пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх аталанӑвӗшӗн, пуласлӑхӗшӗн уйрӑмах витӗм кӳрсе ӗҫлекен влаҫ тытӑмӗн пайӗсемпе — Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн, вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин, экономика аталанӑвӗн, суту-илӳ министрӗсемпе Н.И. Володинӑпа, Г.П. Черновӑпа, И.Б. Моторинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. «Ҫавра сӗтел » хушшинчи калаҫӑва Чӑваш Республикин вице-президенчӗ, культура министрӗ Н.И. Володина уҫнӑ тата ертсе пынӑ. Тӗп сӑмах ытларах Николай Егоров профессорӑн «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ «Чӗлхе пур чухне — халӑх пур» статьи пирки пынӑ. Калаҫӑва хутшӑннӑ май Галина Чернова, Иван Моторин министрсем, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Геннадий Архипов, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев, ЧНК Ваттисен канашӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Кипеч, ЧНК вице-президенчӗ Валентин Абрамов, Никифор Наумов ӑсчах, статья авторӗ Николай Егоров профессор (Admin: ӑна хӑйне унта чӗнмен пек сас-хура пур...), ЧНК ӗҫтӑвком председателӗ Константин Портнов чӑваш челхине упраса хӑварас, унӑн витӗмлехне ӳстерес, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес енӗпе паха сӗнӳсем панӑ. Ӗҫлӗ тӗлпулу малалла ӗслемелли йышӑнусем тунипе вӗҫленнӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Хыпар», 2008, пуш, 15.
Anonim // 3926.36.8887
2008.03.17 20:30 | |
Ĕçлĕ тĕлпулу мĕнле чĕлхепе пынă? |