РУССКАЯ ВЕРСИЯЧĂВАШ ВЕРСИЙĚ
ENGLISH VERSIONESPERANTO VERSIO
Çăкăртан асли çук.
  :: Наци политики кирлĕ
 Система
 
 Меню
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Реклама
Пĕлсе тăма:
Баннерсем чăрмантараççĕ-и? Сайтра регистрациленнисене вĕсем курăнмаççĕ. Ун вырăнне унта тĕрлĕ канашсем тухĕç.
 
 Наци политики кирлĕ

    
Пирĕн пиччи авланать,
    Ни ял ятне каламасть,
    Ни хĕр ятне каламасть, —
    Ялĕ сала пуль тесе
    Хĕрĕ майра пуль тесе
    Чут вырăсла килмерĕм...
(Туй юрри)

    Нумаях пулмасть Чĕмпĕр енне, Тимĕрçен тăрăхне кайса килтĕм. Чăваш çĕрне-шывне пĕрре çурçĕртен пуçласа кăнтăра çити, тепре кăнтăртан пуçласа çурçĕре çити урлă каçрăм. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм вара!.. Чăваш çĕрĕ-шывĕнче пĕр чăваш ялĕ те юлман пуулас... Епле пулсан та, ниçта та ял ятне чăвашла çырса хунине курмарăм. Турра шĕкĕр темелле-и, Аллаха шĕкĕр темелле-и — икĕ тутар ялĕ юлнă. Пĕри — Ăзăн Кăвак (чăвашла Ыхраçырми, вырăсла Долгий остров), тепри — Шăнкăртам. Тĕлĕнсе пăхса иртсе кайрăм, тутарсем хăйсен ялĕсене шутсăр хытă юратаççĕ курăнать. Кашни тутар ялĕ тĕлĕнчех мăн çул хĕррине палăк туса лартнă, ял ятне илемлĕ кукăртса тутарла çырса хунă. Хăма татки çине мар, чăн-чăн чул палăк çине! Палăкĕ тăррине ылтăнлатнă çурла уйăх хăпартса лартнă. Йăлтăр та ялтăр кăна çиçсе ларать...
    Тӳрех Типнере кайса курнисем аса килчĕç те — пит пĕçерсе кайрĕ. Типнер ялĕ вĕçĕнче тĕнче пысăкăш ученăйăмăра асăнса чике тăршшĕ чул юпа лартнă. Юпи çине çапла çырса хунă, «Никите Яковлевичу Бичурину пархатарлă чăваш халăхĕнчен». Ĕненмесен хăвăр кайса вулăр. Чул çине картса хунă... Тавралла хыт-хура кашласа ларать... Çавна кăтартма Н.Я. Бичурин юбилейне пухăннă хăнасене пуçтарса пынă. Китай хăнисем те пурччĕ...
    Çапла сума сăвăпăр эпир чăваш ятне тĕнчене кăларнă сăваплă çăннăмăрсене... Намăс, хуть те çĕр тĕпне анса кай...
    Кукеçрен культура пайĕн пуçлăхĕ те пынăччĕ. Сăмах çапрĕ, мухтанчĕ...
    «Сирĕн çава туптама пĕлекен юлман-и-мĕн.» — тесе ыйтса пăхрăм... Çук, ăнланмарĕ, туймарĕ... Хăнк та тумарĕ...
    Уйрăмлăхне туйрăр пуль. Урăх шарламăп.
    Тутар ялĕсен тĕлĕнче чул палăк...
    Чăваш ялĕсен тĕлĕнче вара чăвашла çырнă пĕр чалăш хăма татки тупăсин!.. Автобус тăхтамăшĕсем çине те ял ячĕсене йĕркерен вырăсла кăна çырса тухнă. Çырма-çатра ячĕсем пирки шарламăп та... Чăваш çĕрĕ-шывĕ чăвашла калаçма пăрахнă курăнать... Чăваш халь çӳреме те Çĕрпĕве, Каçала, Патăрьелне, Шăмăршăна çӳремест, «Чивильскине», «Камссамольскине», «Паттăрăвăна», «Шемуршшана» çӳрет.
    Çамрăкраххисем ашшĕ ялĕн чăвашла ятне те манса пыраççĕ. Халăхра кун пирки халап та çӳрет. «Эсĕ хăш ялсем-ха.» — тесен, хамăр ачасемех, те вăтанса, те тарăхса-кулса, «Каламанкассисем», «Хуçманçăпатапуçсем», «Çитментурта-пуçсем!» — тесе хураççĕ...
    Тур çырлахтăрах! Эпир — чăвашсем — хамăр çĕр çинчех, хамăр патшалăхпа пурăннă хушăрах, хамăра хамăр «çитмен турта пуçсем», «хуçман çăпата пуçсем», «каламанкассисем», тĕрĕсрех каласан — манкуртсем — пулма хăнăхтарса çитертĕмĕр пулас. Халь пирĕн çамрăксем чăвашла вĕренесшĕн те мар, калаçасшăн та мар. Нумайăшĕ (пуртех темĕп те) чăвашла яка, таса, çаврăнăçуллă калаçма та пултараймастпăр. Хам çамрăк чухне ватăрах çынсем чăвашла ытармалла мар хитре — «илемлĕ кукăртса, яка çавăрса» — калаçнине аса илетĕп те — чĕре çăвĕ ирĕлсе каять. Паян ялта пурăнакан чăваш та «вырăсла хурса, чăвашла çăрса» калаçнине илтсен вара — чĕре çурăлса каять, выртса йĕрес килет. Хунавранах хăрма тытăнтăмăр пулмалла...
    Ĕлĕкхипе хальхине шайлаштарма пуçласан, пĕлтĕр Чăваш Утарне кайса курни асăма килсе кĕчĕ. Манăн унта аякри тăвансем — «хурăн тăрринчи хурăнташăмсем» — пурăнаççĕ. Кăпăрьян куккапа Ялампи инке тахçантанпах хăнана чĕнетчĕç те, ĕçрен хăпса каяймарăм та каяймарăм... Пĕлтĕр кукка хытă вăрçсах çырса ячĕ, «Ватăлтăмăр, карчăкпа тухса çӳрейместпĕр. Вилсе каиччен килсе кур, кăмăлăмăрсене ан хăвар!» — тет. Ватă çын кăмăлне ăçтан хăварас. Вăхăт вăрласах Атăл урлă каçса килтĕм вара.
    Нумай калаçса лартăмăр ĕлĕкхисене аса илсе. Ваттисен каласа кăтартмалли те, ыйтса пĕлмелли те темĕн чухлех. Кăпăрьян кукка ял кăтартса çаврăнчĕ, ял варринче такçан чавсавай пулнă вырăна илсе кайрĕ. «Ĕлĕк пирĕн Утара патша та килсе курнă, эсĕ килсе курасшăн мар... Патша килнĕ ятпа çак тĕле чавсавай туса лартнă пулнă», — каласа парать ман экскурсоводăм. Чăваш Утарĕ вăл халь Мари Республикин Звенигово (пирĕн енче ăна Сатун теççĕ) районне кĕрет. Шупашкартан пĕр 60 çухрăмра, Куславккаран 15 çухрăмсем пулать пуль. Утар ялĕ вăрманлă-çаранлă илемлĕ вырăнта ларать. Куславкка тарашĕнчи чăвашсем унта сĕм авалтан çарансем тытнă, çулла Элнет йăлăмне утă çулма каçнă. Çулнă уттине капана хывса хăварнă та, хĕл ларсан Атăл урлă пăр çийĕн каçарнă.
    Утар ялĕн кун-çулне аванах пĕлетĕп пек шутлаттăм, анчах та унта патша пулса курни çинчен илтмен. Кăпăрьян куккана тĕпчеме пуçларăм, анчах вăл та уççи-хуппине тупсах параймарĕ, «Ваттисем каланине кăшт çеç астукалатăп çав. Те Микулай патша пулнă ĕнтĕ у, те Элĕксантăр патша. Такçанах пулнă та у, халь пĕлекенех те çук», — терĕ çеç.
    Тепĕр кунне киле килме пуçтарăнатăп та — Ялампи инке кучченеçсем çыхма пуçларĕ... Вăйпах типĕтнĕ кăмпа, тĕрлĕ пулă тултарать ман хутаçа... Тухса килес умĕн Ялампи инке мана йăлт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ — вăчăраллă хĕреслĕ тенкĕ тыттарчĕ, «Патша тенки ку. Ват асаннерен юлнă... Ĕлĕк пирĕн яла патша кĕрсе тухнă тет те — çав парса хăварнă тет. Асанне «патша тенки» тесе кăтартатчĕ уна. Ипир (утарсем куславккасем пекех «ипир», «пик», «çиç» теççĕ) ватăлтăмăр ĕнтĕ. Сана парса ярас пуль тетĕп... Пил сана! Ку укçана ан çĕтер, лайăх сыхла. Асанне, «Патша укçи çумне укçа çыпăçсах тăрать», — тетчĕ. Укçа хушшине хур та усра. Пирĕн пуясси пулмарĕ ĕнтĕ. Тен, эс пуйса кайăн ак», — тесе вĕрентсе ячĕ...
    Патша парнине илме аван та мар та... Мĕн тăвăн, вăйпах мăйран çакса ячĕ те...
    Канăçăма çухатрĕ вĕт çав «патша тенки». Чăнах кĕрсе тухнă-ши вара çав Чăваш Утарне патша е ахаль халап кăна-ши ку. Чăнах пулсан — хăш патша. Мĕншĕн халиччен те илтмен ун çинчен... Шырама тытăнтăм хайхи çак «патша тенкин» уççи-хуппине.
    Халап — халапах ĕнтĕ вăл — унта чăнни те, вăлтни те пĕрлех. Хусанта шыраса тупрăм-тупрăмах çак «патша тенки» йĕрĕсене. Чăваш çĕрĕ-шывĕ урлă патша таврашĕ чылай иртнĕ. Хаяр Иван ĕмпӳ те, Петĕр патша та, Кĕтерне патша та, Павăл патша та... Анчах вĕсем пĕри те Чăваш Утарне кĕрсе тухман. Архив материалĕсенчен çакă паллă пулчĕ, Чăваш Утарĕнче 1861 çулхи çурла уйăхĕнче Николай Алексеевич патша ывăлĕ пулнă. Вăл тĕпкĕч (наследник) пулнă, анчах патшара ларман.
    Маншăн чи кăсăкки — вăл патшара ларни-ларманни мар-ха, Чăваш Утар ялĕнче патша ывăлне мĕнле кĕтсе илни пулчĕ. Николай Александрович ыйтнипе чăваш ачисене ял варрине, чавсавай патне пуçтарнă пулнă иккен. Чавсавайне, Кăпăрьян кукка каланă пек, «патша килнĕ ятпа» мар, унччен нумай маларах, 1855 çултах туса лартнă пулнă. Николай Александрович ыйтнипе Утар çамрăкĕсем патша ывăлне вăйă туса, юрласа-ташласа кăтартнă, ял çыннисем пысăк хăнана чăваш ĕçми-çимипе сăйланă. Унтан тата Николай Александрович чăваш ачисенчен Утар ялĕ çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă. «Патшаран» хăраса ӳкмен ачасем, хăйсен ялĕ пирки мĕн пĕлнине тĕппипех каласа панă.
    Мана çакă тĕлĕнтерсе пăрахрĕ, 150 çула яхăн ĕлĕкрех, шкула çӳремен, хутла пĕлмен чăваш ачисем хăйсен йăхĕ-тĕпĕсен кун-çулне сахалтан та пĕр 500 çул таран пĕлсе тăнă! Телее, Чăваш Утар ачисем Николай Александровича каласа панă истори хут çине ӳкерĕнсе юлнă. Чăваш Утарĕн аваллăхĕ кĕскен çапларах курăнса тăрать.
    Ĕлĕк-авал чăвашсем Шурă Атăл леш енче, Пӳлер çĕр-шывĕнче пурăннă. Вăйлă çуй килсен унтан вĕсем Хусан хыçне куçса кайнă, Хусан хыçĕнчен — Элнет шывĕ тăрăхне куçса килнĕ те Кăркан Кăрăк ятлă хула туса лартнă. Вĕсен пĕр пысăк «ылтăн мăйракаллă, кĕмĕл чĕрнеллĕ» вăкăр пулнă, халăх çав вăкăр ăçта каять, çавăнта куçа-куçа пынă. Пĕррехинче çав вăкăр Кăркан Кăрăк карманĕнчен тухса каять, ăна чăвашсем Элнет йăлăмĕнче, Атăл хĕрринче тĕл пулаççĕ. Тăрсан-тăрсан çак вăкăр Атăл урлă ту енне ишсе каçать те вăрмана кĕрсе çухалать. Чăвашсем ăна Энĕш шывĕ хĕрринче шыраса тупаççĕ те кунта тĕпленсе пурăнма тытăнаççĕ. Пурăна киле Пысăк Энĕшпе Кăканар шывĕсем тăрăх Чăнкасси, Хурамасӳ, Калуккаси, Эплес, Эпеç, Кутемер, Чĕнер, Акчура (Айдарово), Шĕнерпуç (Бичурино), Аслă Кăршка, Вăрман Кăршка, Энĕш Кăршка, Чураш ялĕсем хунаса каяççĕ. Вĕсем çĕрпе пĕрле, пысăк йышпа пĕр община пулса усă курнă. Çак ялсен çĕрĕсем Атăл леш енче, Элнет тăрăхĕнче те, хальхи Утар ялĕ таврашĕнче те пулнă.
    Чăваш Утарĕ (Счастливый Путь) 1844 çулта кăна пуçланса кайнă. Ку çул община (чăвашсем çĕр общинине «акапĕр» тенĕ) çĕрĕсене виçсе салатнă. Шăпа янă хыççăн хăш-пĕр хуçалăхсене Атăл йăлăмĕнчи ят çĕрĕсем тухнă. Вара вĕсен ирĕксĕрех хăйсен çĕрĕсем çине куçса ларма тивнĕ. Йăлăма куçса ларакансене тĕпре юлакансем тата вăл вăхăтри округ пуçлăхĕн çумĕ (помощник окружного начальника) П.И. Орлов ырă, телейлĕ çул пиллесе янă ,çавăнпа Чăваш Утарне вырăсла «Счастливый Путь» ят панă пулнă. Ял варринчи чавсавая шăпах çак П.И. Орлов тутарнă... Асăннă ялсен историйĕ пирки тĕплĕнрех В.Д. Димитриевăн «Чувашские исторические предания» (Ш., 1993, 30—31 стр.) кĕнекинче тата манăн «Çичĕ енче çичĕ Эйпеç» статьяра («Халăх шкулĕ», 1999, / 1, 2) вуласа пĕлме пулать.
    Хутла пĕлмен чăваш ачисем хăйсен историне, культурине, юрри-ташшине чаплă пĕлни Николай Александровича тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. Патша ывăлĕ Утар ачисене пысăк парнесем панă, хĕр-упраçсене капăрĕсем çинчи кĕмĕлсене курса, кашнинех кĕмĕл тенкĕсем салатса панă. Ак ăçтан пуçланса каять иккен Ялампи инкен «патша укçи» кун-çулĕ. Ахаль тенкĕ кăна мар, пĕлӳшĕн панă кĕмĕл медаль те иккен вăл...
    «Патша тенкипеле» маташса пынă май автобусăмăр Апаш тăвайккине çитнине сисмен те... Тăвайккинчен хăпарсанах «Тренкасси мыскари» пил çине килчĕ. Астăватăр пуль-ха, Раççей Президенчĕ В.В. Путин Тренкасси шкулĕнче вĕренекенсенчен, «Сирĕн ял ячĕ мĕне пĕлтерет.» — тесе ытрĕ. Пĕр шĕвĕрĕ хуравларĕ-ха, анчах тĕрĕсех калаймарĕ. Куллен чĕлхе вĕçĕнче тăракан «касси» сăмах такăнтарчĕ ăна. Хамăр Перзидентăн юсама тиврĕ...
    Каçарăпăр ĕнтĕ шкул ачине, икĕ Президент умĕнче ача кăна мар, академик та такăнĕ. Лашан ури тăваттă, тăваттă пулсан та такăнать тенĕ. Икĕ Президент вăл, мĕн калăр та, пĕр патша ывăлĕ кăна мар...
    Çапах та пĕр япала канăç памасть-ха мана. Николай Александрович та хăй вăхăтĕнче Утар ачисенчен, «Отары тени мĕне пĕлтерет.» — тесе ыйтнă пулнă. Шутласа пăхар-ха, хальхи ăспа тупсăмне тупайăпăр-и эпир... Темĕн çав... Çĕртен пĕри пĕлсен те тем пекчĕ те... Çук çав, пыл хурчĕ тытакан вырăн мар!..
    Чăваш Утар ачисем тĕп-тĕрĕс хуравланă, «Утă тумалли вырăн, кĕтӳ çӳретмелли вырăн», — тенĕ. Чăнах та, утар тени утă сăмахран пулса кайнă. Тĕрĕк халăхĕсем халь те кĕтӳ çӳретмелли курăк вăйлă ӳсекен вырăна отар теççĕ. Выльăх кĕтсе пурăнакан халăхсем утарсене усравра тытаççĕ, çамрăк путек-пăрансем уралансан кăна кĕтĕвĕсене утара кĕртеççĕ. Сăмах еккипе кайсан, вырăс чĕлхинчи отара — «сурăх кĕтĕвĕ» сăмах та пирĕн утар сăмахпа хурăнташлă, вырăссем ăна тĕрĕк чĕлхинчен илнĕ. Эпир халь вĕлле хурчĕ тытмалли вырăна утар тетпĕр, 150 çул каялла кăна çак сăмах утă тумалли вырăна пĕлтернĕ.
    Утар ялĕ никĕсленнĕ вырăна Энĕшпе Кăканар тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем ĕлĕкрен утă тума çӳренĕ, çулла, сулăсем туса, кĕтĕвĕсене те йăлăма каçарнă. Пĕр вăтăр-вĕрĕх çул каялла ватăрах çынсем Йăлăма утă çулма каçнисем çинчен, унта вăйăсем туни çинчен, çармăс хĕрĕсемпе-каччисемпе ташланисем çинчен кала-кала панисене юмах итленĕ пек тăнласа лараттăмăр. Нумаях та мар, 1924 çулта кăна Мари Республикине касăлса юлчĕç Йăлăмри, Элнет тăрăхĕнчи пирĕн улăх-çарансем. Унччен миçе ĕмĕр пирĕн утарсаем пулса пурăннă вăсем — пĕр Турă çеç пĕлет. Утарта утă тума пăрахрăмăр та — сăмахне те манма пуçларăмăр. Каска вĕллесем, унтан арча вĕллесем пулса кайсан кăна утарсем пыл хурчĕ тытмалли вырăнсем пулса юлчĕç.
    Сăмах пĕлтерĕшĕ вăхăт иртнĕçемĕн улшăнать çав. Ачасен пĕлӳ шайĕ те... Анчах каялла, юхăм шыв пек анаталла кайса пырать... Хут пĕлмен ачасем 150 çул каялла паянхи шкул ачисенчен лайăхрах пĕлнĕн туйăнать. Ачасенчен кăна-и. Тепĕр-тепĕр хальхи кандидатран та ирттернĕ вĕсем.
    Таврăнар-ха çав «касси» сăмах патнех. Чĕлхеçĕ ăна «касă сăмахăн виççĕмĕш сăпатри камăнлăх форми» тесе ăнлантарнă пулĕччĕ. Е тата «касă сăмахăн камăнлăх категорийĕн виççĕмĕш сăпачĕн -и аффиксне йышăннă форми» тени те тĕрĕсех. Анчах ял ячĕсенече çине-çинех тĕл пулакан касă сăмах хăй мĕне пĕлтерет-ши. Кăна вара шкул ачисем кăна мар, чăваш чĕлхи вĕрентекен учительсемпе доцент-профессорсем те пур чухне те тĕрĕс ăнлантарса параймаççĕ. Акă сăмахран, В.Г. Егоров хăйĕн этимологи словарĕнче кас, касă сăмаха вырăсла «выселок», «отколоток», «часть деревни», «улица» тесе ăнлантарать, çав вăхăтрах кас(ă) «небольшой отрезок времени» (танл. кас-кас çил вĕрет) тенине пачах уйрăм пăхать. Вăрманкас, Пилешкасси, Паланкасси йышши ял ячĕсене вăл «деревни, появившиеся в результате вырубки на определенном пространстве дубовой, рябиновой или калиновой рощи» тесе ăнлантарать. В.Г. Егоров шучĕпе, касă сăмахăн малтанхи пĕлтерĕшĕ «часть пространства, расчищенная от леса путем вырубки деревьев и выкорчевывания пней» пулнă имĕш. Сăмаха çапла тĕрлĕ майлă ăнлантарма пăхни, паллах, шухăша пăтратать. Курссене пилекен чăваш чĕлхи учителĕсем яланах çав касă, касси сăмахсене ăнлантарса пама ыйтаççĕ.
    Чăннипе кунта ним кăткăсси те çук. Кирек ăçта та кас, касă сăмах «пĕр-пĕр япалан пĕчĕкрех пайĕ» тенине кăна пĕлтерет. Сăмахĕ ку кас- «резать» глагол çумне ят сăмах тăвакан -ă аффикс хушăннипе пулнă. Урăхла ăна «касăк», «татăк», «пай» тесе ăнлантарма пулать. Ялăн касси вăл – ялăн «пайĕ», «касăкĕ», «татăкĕ» е – тĕп ялтан касăлса-уйрăлса тепĕр вырăна куçса ларнă пайĕ. Чăвашла касă сăмаха вырăсла отруб (рубить глаголтан) – акапĕртен (общинăран) уйрăлса тухнă пайăр хуçалăха касса панă çĕр тата çав çĕр çине тухса ларнă хуçалăх – лайăх тӳр килет. Чăвашла касă тенине вырăсла «околоток» (колоть глаголтан), «выселок», «починок» тесе куçарма та пулать. Çакна та асра тытмалла, касси форма касă камăн е мĕнĕн пулнине кăтартать, ун умĕн ялан тенĕ пекех çын ячĕ тăрать. Çӳлерех илсе кăтартнă Вăрманкасси, Паланкасси, Пилешкасси йышши ял ячĕсенчи Вăрман, Палан, Пилеш сăмахсем – пурте авалхи çын ячĕсем (вĕсенчен пулнă Урманов, Урмандеев, Баланов, Баландаев, Беляшов йышши хушаматсене аса илĕр). Çапла вара, Трен-касси тени çак касса Трен (Терен, Теренкке, Терентий) ятлă çын пуçласа янине тата вăл акапĕрти (общинăри) ватăрах ялтан çак вырăна касăлса-уйрăлса тухса ларнине пĕлтерет. Халăхра çӳрекен аваллăх халапĕсен çакна аван çирĕплетеççĕ.
    Тренкасси ялне Хыркасси ялĕ çывăхĕнчи Кивçурт Çырми ялĕнчен куçса килнĕ Тренкки (Терентий) ятлă çын пуçласа янă. Ял 18 ĕмĕр вĕçнелле кăна пуçланса кайнă. Унпа юнашар Явăш ятлă çын килсе ларнă. Пурăна киле икĕ ял пĕрлешсе кайнă та хальхи Тренкасси пулса тăнă.
    Тренкки (Терентий) – вырăс ячĕ, апла пулсан ял чăвашсене тĕне кĕртсен кăна пуçланса кайма пултарнă. Çав вăхăтрах ял çĕрĕ çинче тĕне кĕмен чăваш ячĕсем те нумай тĕл пулаççĕ, Охлеван çырми, Шорку çырми, Пайтук е Пайтула çăлĕ... Çакă вара Тренкасси ялĕ чăвашсене 18 ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче вăйпа тĕне кĕртме пуçланă вăхăтра пăна никĕсленнине кăтартса парать. Вăл вăхăтра тĕне кĕрекен чăвашсене çăмăллăхсем панă пулнă. Тĕне кĕрекенсене çу чăвашсенчен уйăрса урăх çĕрте çĕр касса пани те пулнă. Ахăртнех çав Тренкки те тĕне кĕнĕ сăлтавпа витĕнсе Йĕршшу çумĕнчи пулăхлă çĕрсене çавăрса илме ăс çитернĕ пулмалла.
    Авалхи документсенче Тренкасси ялне тĕрлĕ ятсемпе çырса хăварнă, Хыркасси, Чăрăшкасси, Явăш тенисем тĕл пулаççĕ. Анă, тĕслĕхрен, 1859 çулхи перепись материалĕсенче Шемшер вулăсĕнче, Йĕршшу çумĕнче, Явăш («Яушева при рч. Рыкше»; 66 хуçалăх, 208 арçын, 228 хĕр-арăм) ятлă ял пур, Тренкасси çук; 1897 çулхи перепись материалĕсенче вара Тренкасси (Трень-Касы) пур, Явăш çук. Халăх ахаль халапламасть иккен, халапсенче тĕл пулакан хыпар-хăнара, лайăх шырасан, авалхи документсенче те тупма пулать иккен. Çаксене шута илсен, Тренкасси ял ятне пĕр иккĕленмесĕрех «Трен(кки) ятлă çын никĕсленĕ касă» тесе ăнлантармалла.
    Кас(ă) сăмах пĕлтерĕшĕ еплерех аталанса пынине ăнланса илсе тесен, чăвашсем пер 100–150 çул ĕлĕкрех мĕнле пурăннине аса илмелле. Ĕлĕкрен пирĕн халăх «пысăк йышпа» пурăннă, ун чухне хальхи пек пĕчĕк çемьесем пулман. Виçĕ-тăватă ăру пĕрле пĕр хуçалăх тытнă. «Пысăк йышра» («большая патриархальная семья») 50–60 çын таранах пулнă. Мĕн пур хуçалăх ĕçĕсене вĕсем пĕрле туса тăнă, мулпа пĕрле усă курнă. Çакнашкал пысăк йыша касă тенĕ. Мал ен чăвашсем пысăк йыша картиш (карта йышĕ) тенĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем ака-суха çĕрĕсем тавралла карта тытса çавăрнă пулнă. Унашкал картана пусă карти тенĕ. Карта ăшĕнче темиçе пурăнмалли пӳрт, кĕлет-хуралт, ытти карта-хура таврашĕ ларнă. Темиçе «картиш» пĕрле пĕр ял пулнă. Ялсем ун чухне сапаланчăк ларнă, урам йĕрки пулман. Куславкка – Вăрмар тăрăхĕнчи хăш-пĕр ялсенче урамсене е ял пайĕсене халĕ те картиш теççĕ. Пирĕн ялта, сăмахран, Малти картиш, Çырма картиш ятлă урам ячĕсем сыхланса юлнă. Ял тавра карта тытса çаврăнас йăла та авалтан упранса юлнă, пусă картисĕр ялсем пирки эпĕ астăвасса та куларах калаçатчĕç, «Город Ямбай без пус карти» тени халĕ те асрах-ха. Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче пурăнакан чăвашсем касăсене «ошкăн» тенĕ. Ку кĕтесре халĕ те Тракошкăнь, Хитекошкăнь, Опукошкăнь, Ваньккошкăнь, Элешкошкăнь, Прашкошкăнь, Павлошкăнь, Еккĕмошкăнь йышши ял ячĕсем тăтăш тĕл пулаççĕ.
    Пирĕн касă вырăнне марисем пылак сăмахпа усă кураççĕ, ăна вĕсем тутар чĕлхинчен илнĕ. Мари элĕнче (чăвашла тĕрĕссипе «Мари элĕ» темелле, анчах эпир темшĕн «Мари Эл» тесе çармăсла çыратпăр; чăваш чĕлхи кун пек чухне виççĕмĕш сăпат формипе усă курать) Апшакпылак (чăвашла Тимĕрçкасси пулать) Юмбылак (вырăсла Иванбеляк, чăвашла Йăванкасси) йышши ял ячĕсем нумай тĕл пулаççĕ. Тутар чĕлхинче бӳлек сăмах пур, вăл та бӳл- (чăвашла пӳл-) «пайла, уйăр» глаголтан пулса кайнăскер, пĕр-пĕр япалан пĕчĕкрех пайне пĕлтерет. Тутарсем тата парнене те бӳлек – «пай» теççĕ, ку сăмах анатри чăвашсен калаçăвĕнче тĕл пулать, вĕсем туй кучченеçне пӳлек теççĕ. Çапла вара, мари ялĕсен ячĕсенче тĕл пулакан пылак сăмах чăваш чĕлхинчи касă сăмахпа пĕр пĕлтерĕшлĕ пулни витĕр курăнса каять...
    Яккусен Петĕрĕ пĕрре, «Кашни сăмах – чăн-чăн юмах», – тенĕччĕ. Манăн, «Кашни сăмах – çĕр пин юмах» – теессĕм килсе кайрĕ. Курма-илтме пĕлсен – кашни сăмах халăхăмăрăн çĕр пин çулхи историне каласа парать. Анчах курма-илтме пĕлменни касать!
    Пирĕн ачасем халь темĕн те пĕлеççĕ. Шумерсемпе аккадсен историне те... Америка индеецĕсен пурнăçне те... Уйăх леш майĕнчи «тинĕссен» ячĕсене те...
    Атте-анне чĕлхине кăна пĕлмеççĕ... Тăван ял ятне пĕлмеççĕ... Атте, анне теме те манса пыраççĕ... Кампа калаçан – «паппă» та «мамă»...
    Мĕншĕн пĕлмеççĕ...
    Вĕрентместпĕр!..
    Мĕншĕн вĕрентместпĕр...
    Кирлĕ мар!.. Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ мар!..
    Ăçтан кирлĕ пултăр!.. Шăкăрин чăваш пурăнакан ялта та пĕр чăваш сăмахĕ тупма çук пулсан... Лавккана кĕрсе пăх – пур тавар ятне те, хакне те вырăсла çырса хунă, «Мясă кавятинă», «Мясă çвининă»... Çаплах çырнă, суймастăп!
    Культура керменне пырса кур, «Добро пожаловать!» Такама «жаловать» тăвайман курăнать те, вара вăл алăк урлă хурапа, «Пошшол на...!» тесе лаплаттарса хунă. Шала кĕрсен те пĕр чăваш сăмахĕ, пĕр чăваш хаçачĕ кураймăн... Çамрăксем мĕн хăтланаç-ха тесе, каçхине «дискотека» кĕрсе куртăм. Чул кермен тӳнсе каясла «Перед тобой стою я голая!..» янраса тăрать. Унта мĕн ташлани çинчен çырма та намăс...
    Тепĕр кун шкула кĕрсе куртăм. Кунта та – «Добро пожаловать!» тенинчен пуçласа «Уголок знаний» таран – йăлт вырăсла! Тата – акăлчанла кăларнă пĕр стена хаçачĕ пур. Анчах ниçта та пĕр чăваш сăмахĕ те çук.
    Шăнкăрав пулчĕ. Ачасем коридора тухрĕç. Вырăсла калаçаççĕ... Ку юрĕ-ха. Хĕрсем хутлă-хутлă сăмахсемпе «вырăсла» çаптараççĕ кăна! Ют çын, ватă çын пурри те ним те мар вĕсене...
    Пур шкулта та темĕп те, нумайăшĕнче чăваш чĕлхипе литературине шăпăр шăтăкне хĕстерсе хунă. Çул хĕрринчи ясмăк пек пурăнать чăваш шкулĕнче чăваш чĕлхи – кам ӳркенмест, çав кĕрсе таптать. «Чувашски учитĕлне» кашни пырса сăхма тăрăшать, кашни унăн сехечĕсене туртса илесшĕн. Мĕн вĕрентни ĕнтĕ çакнашкал лару-тăрура...
    Кирек хăш предмета ил – пуринпе те тем тĕрлĕ литература та пурхаль, методика кăтартăвĕсем, справочниксем, словарьсем... Ачасене хăйсем тĕллĕн вуласа аталанма пулăшакан кăсăк кĕнекесем...
    Чăваш чĕлхипе те, чăваш литературипе те – пĕртен пĕр вĕренӳ (е вĕрентӳ) кĕнекинчен пуçне ним те çук! Кĕнекисене тата, ах тур! кичем чĕлхепе çырнă! Ача мар, эпĕ хам та вуласа тухма хал çитерейместĕп...
    Нумаях пулмасть пĕр районта культура ĕçченĕсен семинарĕнче пулса куртăм. Районĕнче пĕр чăваш ялĕ те çук. Пурте вырăсла калаçрĕç. Чăвашла калаçма тытăнтăм та – ман çине пурте чăрр! пăхрĕç. Упăта çине пăхнă пек... Çапла вырăсла калаçса çĕклетпĕр иккен-ха чăваш культурине. Кампа ĕçлетпĕр... Камшăн ĕçлетпĕр... Мĕн ĕçлетпĕр... Пĕр Турă çеç пĕлет. Е шуйттанĕ-и...
    Мухтанма мухтанчĕç вара. Ялтан килнисем районти пуçлăхсене мухтарĕç. Пуçлăхсем — ялта ĕçлекенсене... Парнесем те пачĕç... Пысăках мар — ĕçне кура... Мухтанма вĕренсе çитрĕмĕр-ха. Анчах мухтанмалли нимĕн те çук-çке. Аркă татса çанă сапласа кăна пурăнкалатпăр вĕт...
    Театрсем пур — драматурги çук... Юрлакан «çăлтăрсен» шучĕ те çук — юрламашкăн юрри çук... Писательсен шучĕ виççĕре капашать теççĕ — вуламашкăн кĕнеке çук... Кандидатсен шучĕ çук — учебник çырма çын тупаймастпăр... Пурăнатпăр ĕмĕр-ĕмĕр — паян та чăваш чĕлхин тулли грамматики çук. Юлашки хут чăвашла-вырăсла словарь 1982 çулта, вырăсла-чăвашли — 1971 çулта пухнă...
    Вăл çук та ку çук... Вĕçнех çитрĕмĕр пулмалла... Капла пурăнма юрамасть. Ĕç-пуç малашне те каплах пырсан, республикăмăрта кĕçех пĕр чăваш та юлмасть. Малашне чăваш курма Тутара е Пушкăрта кайма тивĕ...
    Мĕн тумалла...
    «Как быть, Каринкке. Епле тăвас, Емелкке. Çапла тăвас, Çаманкка!» — тенипе çеç ку шурлăхран тухса пĕтме çук. Халăхăмăр шутсăр тарăн авăра кĕрсе ӳкрĕ. Ăна çăлас тесен, тĕплĕн шутласа тунă, Патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ нумай çуллăх стратегипе тактика планĕ кирлĕ. Кунашкал плана йĕркелеме пĕтĕм чăваш интеллигенцийĕн вăйне пĕр çĕре пухмалла, ăна пурнăçлама республикăмăрăн экономика потенциалĕн самаях пысăк пайне уйăрмалла.
    Шутласа ларатăп та — В.В. Путин Тренкасси ачисене çак ыйтăва ытахальтен памарĕ пуль тетĕп. Ыйтăвĕ, пĕр енчен, ансат пек туйăнать те, тепĕр енчен — шутсăр кăткăс. Тренкасси ачи Раççей Президентне панă кĕске хуравра республикăмăрти çутĕç, культура тата наци политики тавралла тăвăлса çитнĕ чăкраш ыйтусем тĕкĕр çинчи пек çуталса кайрĕç. Ăслă çынна пĕр сăмах та çитет тенĕ. В.В. Путин та, Н.В. Федоров та çак проблемăсене туйса илни тӳрех курăнать. Пирĕн Президентăмăр республикăри культура лару-тăрăвне тĕпрен лайăхлатмалли çулсене те палăртрĕ.
    Нумай та вăхăт иртмерĕ, Н.В. Федоров «Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталанатарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ кăларчĕ. Такçантанпа кĕтнĕ, вăхăтлă та вырăнлă документ. Çакă чăваш халăхĕн культура шайне малалла кал-кал аталантарма майсем туса пачĕ. Халăх ăна «этем чунне сиплемелли Эмел» тесе хакларĕ.
    Чăваш чунĕ ялта кăна пурăнать. Ялта кăна чăвашран чăваш çуралса ӳсет. Анчах та, наци культури çине ку таранччен тӳртĕн пăхнине пула, пирĕн çамрăксем чăвашлăхран писсе пычĕç. Тулашĕнчен «вырăсланкаларĕ» пуль те-ха пирĕн çамрăк ăру, анчах чунĕпе чăвашах пулса юлчĕ вăл. «Эп ни вырăс, ни чăваш, хама хам незнайски» çын вара маргинала тухать, унталла-кунталла сулкаланма тытăнать, çавах ниçта та хăй вырăнне тупаймасть. «Мĕскĕнлĕх чирĕ» (синдром неполноценности) текенни ăна ниçта та канăçлăх памасть. Ялта пурăнма — «чăваш мар» ĕнтĕ вăл, хулара пурăнма — «вырăс мар». «Çитмен турта пуçсемпе» «хуçман çăпата пуçсем» вара ирĕксĕрех пурнăçăн аслă çулĕн айккине тăрса юлаççĕ, преступлени çулĕ çине тăраççĕ... Хăрушă япала вăл — «мĕскĕнлĕх чирĕ». Миçе пин çамрăкăн пурнăçне аркатрĕ пуль вăл — ăна никам та шутламан, тĕпчемен...
    «Мĕскĕнлĕх чирĕн» тата тепĕр хăрушă енĕ пур. Вăл халăхсен хушшинчи черченкĕ çураçулăха (толерантлăха) аркатма пултарать. Хăй чăваш пулса çуралнăшăн пăшăрханакан çамрăк ытти халăх çине сиввĕн пăхма тытăнать... Тĕслĕх шырама аякка кайма кирлĕ мар. Кăнтăр енчи пĕр районта чăвашла калаçмасан — тытаççĕ те хĕнеççĕ... Малалла ăçта çитме пултарăпăр — ăна калама та кирлĕ мар. Турă кăна сыхлатăр пире вăл инкекрен!
    Халăх культурине, чи малтанах — ял культурине çĕклес тесен, пурлăх никĕсне вăйлатни çеç çителĕксĕр. Кунта пĕрремĕш вырăнта кадр политики пулмалла. Чун кирлĕ, чун! Чăвашпа чăваш чăвашла калаçнă чух кăна халăх культурине, уйрăмах ял культурине çĕклеме пулать.
    Такçан ялти клубра ĕçленĕ эпĕ. Унтанпа 40 çул та иртрĕ ĕнтĕ. Клубра, ял хушшинче, йĕтĕм çинчи «Хĕрлĕ кĕтесри» «курăнакан агитацине» (çапла калатчĕç ун чухне) йăлт чăвашлатрăм. Никам та вăрçмарĕ, ятламарĕ... Халăх вара... Халăх кăмăлĕ йăлт улшăнчĕ. Эпĕ ĕçлеме пуçланă тĕле клуб йăлт юхăнса кайнăччĕ, чӳречисене те çĕмĕрсе пĕтернĕччĕ. Çулталăкран клуб алăкĕ çине çăра çакма та кирлĕ марччĕ. Ватас-çĕмĕрес шухăш асра та юлмарĕ, çамрăксем кам мĕнле пултарать — пулăшма тытăнчĕç... Бригадир савăнса пĕтереймест. Йĕтĕм çине халăх йăтăнса тухма пуçларĕ, ĕç тупса çитерме çук... «Кунта килсен чун канса каять», — тетчĕç ватăрах çынсем... Пур халăхпа кар тăрса пĕчĕк парк турăмăр, унта вăрçăра вилнисене асăнса палăк лартрăмăр... Халь те «Клуб Коли» теççĕ мана унта кайсан...
    Чăваш шутсăр кăмăллă çын вĕт вăл. Чунтан виçĕ сĕмах ларса калаç та унпа — тем те туса парать вăл сана. Чăвашла, чуна уçса калаç кăна!..
    Пурлăх мар, ăс-хакăл мулĕ, чун-чĕре пуянлăхĕ тĕпелте пулмалла! Вара ытти хăех хушăнса пырать. Ăс-хакăл пуянлăхĕ вăл — шутсăр вăйлă хăват! Çакна ăнланса илмелле пирĕн.
    Халăх культури вăл чи малтан чĕлхе çинче никĕсленсе тăрать.
    Чĕлхе пур чухне — халăх пур, халăх пур чухне — Çĕршыв пур, Çĕршыв пур чухне — патшалăх пур, патшалăх пур чухне — патша пур!
    Паян пирĕн интеллигенци умне — ялти учительрен пуçласа Президент таранах — калама çук пысăк проблема — тăван чĕлхе шăпи, наци културин пуласлăхĕ, халăхăмăрăн малашнехи кун-çулĕ — тухса тăчĕ. Çак йывăр проблемăна ăнăçлă татса пама нимрен малтан çичĕ хут виçсе тунă Патшалăх наци политики кирлĕ. «Наци» тенине кунта «чăваш» тесе кăна ăнланмалла мар. Патшалăх умĕнче пур халăх та тан пулмалла. Республикăмăрта пурăнакан вырăссен, тутарсен, ирçесен тата ытти халăхсен те культура лару-тăрăвĕ пиртен çăмăлах мар.
    Халăхăмăрăн малашнехи шăпипе çыхăннă кăткăс та йывăр ыйтусем Чăваш наци конгресĕн çитес пухăвĕнче тĕп вырăнта пуласса шанас килет. Вуншар çул хушши капланса пынă чăкраш ыйтусен уçăмлăхне халăхпа пĕрле канашласа кăна тупма пулать.
    Халăх шăпишĕн истори умĕнче никамран малтан патшалăх пуçĕнче тăракансем тата наци интеллигеницийĕ яваплă. Президентăмăр умĕнче çĕр тĕрлĕ проблема тăрать, пур ĕçе те вăл пĕччен туса çитереймĕ. Ăна пур ĕçре те наци интеллигенцийĕ пулăшса пыма тивĕç. Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев Халалне асра тытса, чăваш чĕлхи ячĕпе пĕр пулса, Президентăмăр тавра пĕрлешер те халăхăмăр умĕнчи парăмăрсене татма тытăнар!
    
Н.И. Егоров


Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2008-01-23 11:57:20 вăхăтра улăштарнă. 2096 хут пăхнă.
 
 Шырав
 
 
 Утă, 30
1898
112
Ют Николай Яковлевич, критик, халăх пултарулăхне пухакан, публицист çуралнă.
1933
77
Мурашковский Владимир Григорьевич, сăвăç, çыравçă, тăлмач çуралнă.
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Канашлура
Кăмпа Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (426)
Zhendoso Чăваштет или Чувнет? (74)
Vitallina Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (338)
Savantey Татарский язык - второй государственный в РФ (4)
Santăr Çуралнă кун ячĕпе, саламлапăр (298)
d1man1t openttd (4)
ned Укçа пуçтаратпăр / Ищем спонсоров (55)
Admin Чăвашла вěренетпěр (152)
Chavash Android (7)
Hĕvelpi Национальный костюм (295)
Тимĕрке Митяй Чувашские песни (21)
Admin Скоро перепись населения 2010. (8)
d1man1t window 7 и кириллические буковки нашего алфавита (0)
Admin Drupal (20)
Admin Сайтри улшăнусем / Новое на сайте (53)
 
 Кун кĕнекисенче
Вĕлернĕ котэ
Эх, тутлă-çке арбузĕ
Али-баба çĕр хăвăлĕ
Прокуратура çине пăхмалли сăн
Йывăçран тухакан йĕплĕ пралук
Шупашкара килекенсене чаплă фонарь кĕтет
Совет хĕрарăмĕсене хисеп
Михаил Игнатьев Президент пуласшăн мар
Денис Гордеев. Каçма (повесть)
Рекеев тупăкра ÿпне çаврăнса выртнă
Писатель
Пуçри арăш-пирĕш...
Саккуна пăсаççĕ
Чувашия станет биорегионом к 2015 году
«Акатуй-2007»
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"