Авӑнӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиум ларӑвӗ иртни пирки эпир сире ӗнер пӗлтернӗччӗ — канашлӑва хупӑ мелпе ирттерме шухӑшланӑ хыҫҫӑн унтан пур «ют» ҫынсене те, ҫав шутра «Сӑвар ТВ» канал ӗҫченӗсене те, пӳлӗме пушатма ыйтнӑ.
Ҫапах та лару хыҫҫӑн конгресӑн вице-президенчӗ Иванов Владимир Александрович унта мӗнле ыйтусем сӳтсе явни пирки «Сӑвар ТВ» канала кӗскен каласа панӑ иккен. Тӗп ыйтусем хушшинче юпан 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ конгресс пухӑвне йӗркеллӗ ирттерсе ярассипе ҫыхӑннисем пулнӑ иккен — кама делегат тумалла, миҫе делегат пулмалла. Кама ҫӗн пуҫлӑх тӑвассине те тапратнӑ — президиума кӗрекен ҫынсем, иккен, Валерий Клементьева сӗнес шухӑшлӑ.
ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи Портнов Константин Петрович кандидатсен шутне Архипова та кӗртмелле тесе сӗннӗ — вӑл хӑйне халь чиперех туять иккен, сывалнӑ. Анчах та ку ларура Архипов Геннадий Николаевич отпуска кайнӑ иккен — Константин Портнов каланӑ тӑрӑх ЧНК Президенчӗ 3 ҫул канман. Геннадий Николаевич отпускӗ аслӑ пухучченех тӑсӑлӗ, анчах та Владимир Иванов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх Президента ЧНК ҫуртне никам та килсе ҫӳреме чармасть.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.11 17:33 | |
Кунта мана е сана килĕшекен сăмахсемпе усă курмалла мар. Кунта чăваш чĕлхипе çырсан кăмăллăрах пулмалла. Атту Турă панă илемлĕ чăваш чĕлхене ют сăмахсемпе хутăштарса урăх, ют туйăм парать. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.09.11 18:09 | |
Ара эп акăлчанла çыратăп-им? | |
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.11 20:14 | |
Эпĕ Турă панă илемлĕ чăвш чĕлхи пирки çеç калатăп. Кунта вара English çук-им? Чи çӳлте Esperanto умĕнче English пур вĕт. Тата мĕншĕн чăваш чĕлхине English_па хутăштармалла (вараламалла)? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.09.11 20:41 | |
Микулай, чĕлхене вараламаççĕ — пуянлатаççĕ. Эсĕ шутлакан чылай «чăваш» сăмахĕ пирĕн чĕлхене хăй вăхăтĕнче ытти чĕлхесенчен кĕнĕ. Ку вăл — халăх хутшăнăвĕн сĕмĕ (халăх никампа та хутшăнмасан ун культура шайĕ анса ларать, аталануран юлать). Хутшăну пулнă, пулать те. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.09.11 20:45 | |
Хальхи вăхăтра пирĕн чĕлхере чăн та вырăс чĕлхи урлă кĕнисем чылай. Çавах та пурне те вĕсенчен сивлеме юрамасть, хăшĕ-пĕрне чĕлхене кĕртмех тивет — пуянлатма. Унсăрăн (парадокс тесе шутлăр) пирĕн чĕлхе аталанмĕ.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть — чĕлхе те пĕр вырăнта тăмалла мар, аталанмалла. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.09.11 20:49 | |
Тата: аталаннă май, паллах, хамăра хамăр çухатмалла мар (е тепĕр май каласан — вырăслансах каймалла мар).
Пирĕн сайтра, каламасăрах пĕлетĕр пулĕ, чăвашларах терминсем ытти хаçат-журналтисемпе танлаштарсан чылайтарах. | |
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.11 21:33 | |
Чăваш чĕлхине ют чĕлхепе мар, чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхери сăмахсемпе пуянлатмалла. Атту унта http://www.youtube.com/watch?v...01U&feature=youtube_gdata питĕ пуянлатнă вырăс чĕлхипе те чăваш чĕлхи валли вырăн та юлман. Çав сăлтав пирки ĕнтĕ Чăваш республикинче чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне çеç хураççĕ. | |
Тимӗр // 2248.79.7045
2013.09.11 22:17 | |
Пĕтерчĕç Архипова-эсир тавлашатăр чĕлхемĕрĕн аталанăвĕ прики.Ку пулăм мана килĕшет."Отряд не заметил потери бойца"-каçарăр ют чĕлхепе çырнăшăн. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.12 16:17 | |
Портнов конгрессра виçĕ çулта пĕр вăтăр хут курнă-ши Архипова. Ним вăтанмасăр виç çул канман тет. Ара почти кашни уйăхрах эрех кӳпкеленĕ хыççăн РКБ№2-на( республика клиника пульници) система лартма кайса выртатчĕ вĕт. Выписка туса илсе кăтартмала пуль Акасапарсем пек çыркалакансене. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.12 16:18 | |
Кун пек ĕç-пуç аталанса кайсан килхушшинчи Урнăсене ухтарма та вăй çитимĕ. Ай турух, итлемелле çав халăхăмăра. |