Иртнӗ эрнекун авӑнӑн 6-мӗшӗнче, ЧНК Президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ иккен — кун пирки «Сӑвар ТВ» канал пӗлтерет. Чӑваш наци конгресӗн ҫуртне вӑл кун президиума кӗмен ҫынсене те чӗннӗ — анчах лару пуҫланнӑ-пуҫланман конгресӑн вице-президенчӗ Ивантаев Пётр Васильевич ЧНК президиумне кӗмен ҫынсене кӑларса яма ыйтнӑ.
Тӳрех кӑларса яман-ха, Архипов Геннадий Николаевич сасӑлав ирттерме сӗннӗ — ку лару ун шухӑшӗпе уҫӑ пулмалла, нимӗнле вӑрттӑн ыйту та сӳтсе явма шутламаҫҫӗ имӗш. Сасӑлавра президиум членӗсен ытларахӑш пайӗ «ют» ҫынсене кӑларса яма килӗшнӗ пулать.
Хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ чухне Пётр Васильевич иртнӗ мӑн канашӑн ларӑвне чыса ҫухатасла ирттерни пирки сӑмах хушрӗ: «Иртнинче эпир Мӑн Канаша провалили. Опозорились, ҫӗр айне анса каймалла опозорились». Кунашкал лару-тӑрӑва вӑл япӑх енчен курать пулать, ӑна юсас тесен вара канашлусенче хӑйсене кирлӗ ҫынсене кӑна хӑвармалла тесе шутлать-ши? «Ют» ҫынсене хутшӑнтарманни, вӗсене аяккалла пӑрни наци конгресӗн ӗҫне ырлӑх кӳрет тет-ши? Пирӗн шухӑшпа тем тесен те хӑйӗн таса ятне тавӑрас тесен ЧНК-ан халӑхпа пӗрле пулмалла.
Agabazar // 3335.60.8673
2013.09.10 13:47 | |
Тӳрех курăнать ĕнтĕ, ЧНКн тĕп инкекĕ пачах та Геннадий Архипов мар. | |
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.10 13:59 | |
Инкек именно Архиповра.10çул ытла хăйĕн тавра пĕр йĕркеллĕ çына пухаймарĕ.Халĕ вара хăйнех "çисе"яраç.Тĕрĕс хăваласа янă.Кам ООО"Конгресра"тăмас мĕн тума кĕртмелле вара?Халăхăн мар ЧНК.ООО вăл. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.09.10 14:41 | |
Микулай, леш хайхи «блондинкăсен» ăсне ан анса лар-ха. Каçăсем пур — видео вырнаçтарнă. Пăх та итле мĕнле чĕлхепе иртнине. «... мĕнле чĕлхепе иртрĕ?» ыйту мана чăн та йăлăхтарса çитерчĕ! Кашни хыпар çумне çак ыйтăва çыпăçтарса хуни пысăк ăса кăтартмасть ĕнтĕ! | |
Agabazar // 3335.60.8673
2013.09.10 14:45 | |
Ивантаев хăтана та Архипов сĕтĕрсе килнĕ-ши вара Президиума?
Migulaj, Президиум ларăвĕ пирки видео пур вĕт. http://www.youtube.com/watch?v=pmG1 ... eature=youtube_gdata | |
Agabazar // 3335.60.8673
2013.09.10 14:53 | |
Мĕнле чĕлхепе пыни курăнать ĕнтĕ: смесь французского с нижегородским. Тепĕр ыйту: ларăвăн потоколĕ мĕнле чĕлхепе-ши?
Ивантаева Президиум членĕ тата вице-президент пулма чăнах та хăй вăхăтĕнче Архипов сĕннĕ-шим тесшĕнччĕ эп. | |
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.10 17:05 | |
Мăн канаш хатĕрлев хучĕсем пĕтĕмпех вырăсла.Уставĕ те.Президиум çыннисене тата Ивантаев хăтана ,паллах,Архипов сĕтĕрсе килнĕ Миша Краснов "пулăшнипе".Хĕрарăмĕсем те малтан хăйне таçтан çулама хатĕрскерсем халĕ тытса çурма хатĕр. | |
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.10 17:17 | |
Тавтапуç çăлкуçне кăтартса панăшăн. Çăлкуçне пĕчĕк сасăпаллисемпе çырнă та куçлăх алă айĕнче пулманнипе сăнаймарăм. Çав сăлтав пула çеç эпĕ ыйтса çыртăм. Икĕпитли вара каллех мана тытасшăн пулнă курăнать. Тепĕр хут калатăп: эпĕ кунта никама та кӳрентерес е варалас кăмăлсемпе çырмастăп. | |
Agabazar // 3444.75.1579
2013.09.10 17:30 | |
Тӳрлетӳ: протоколĕ. Микулая ытлашши вăрçар мар: "юттисене" хăваласа ярсан Президиум хăш чĕлхепе калаçнине чăнах та пĕлместпĕр вĕт! | |
Migulaj // 3210.32.0232
2013.09.10 21:02 | |
Çак ларуна Youtube_ра пăхсан эпĕ малтанхи ыйтуна ахаль е пĕр сăлтавсăр çырман курăнать, мĕншĕн тесен çав лару чăваш чĕлхипе иртнине туймарăм. Пирĕн ывăл ку ларура хутшăннисенчен чăвашла лайăхрах калаçать. Çапах та эпĕ хамăр ывăла вăл тăван чĕлхене ют чĕлхесенчен япăхрах пĕлет тесе час-часах калатăп. | |
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.11 10:01 | |
Юрать-ха чăвашла калаçкаланă.Капла вĕсен веçех:"здорово" па "здрастье" кăна хăйсен хушшинче.Кайран анаç те хăйсен кафене Верка Сердючкăпа сиккелеç.Нихçан курман конгрессене чăваш ташшине "хуçнине" |