Ку инкек Омск облаҫӗнчи Пысӑк Уки ялӗ ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ пулнӑ. Чӑваш Республикинче пурӑнакан 31 ҫулхи арҫын асӑннӑ тӑрӑхра ытти ӗҫченсемпе пӗрле вӑрман каснӑ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче, смена вӗҫленнӗ вӑхӑталла пирӗн ентеш хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Пӗрлӗ ӗҫлекенсене вӑл кӑнтӑрлахи вӑхӑтра ӑна икӗ сӑвӑслан ҫыртни ҫинчен пӗлтернӗ. Хурт-кӑпшанкӑсене пула хавшанӑ арҫына тӳрех урапапа район пульницине илсе кайнӑ. Шел пулин те ентеш пурнӑҫне упраса хӑварма май лекмен, вӑл пульница ҫитмесӗрех ҫул ҫинче вилсе кайнӑ.
— Ҫирӗплетмен верси тӑрӑх арҫын анафилактика шокне пула вилсе кайма пултарнӑ. Чӑн сӑлтавӗ вара суд-медицина экспертизине ирттерсен паллӑ пулӗ, — пӗлтерет Омск облаҫри йӗрлев управленийӗн ӗҫченӗ Лариса Болдинова.
Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа йӗрлев умӗнхи тӗрӗслеве ирттереҫҫӗ, ун тӑрӑх вара процессуллӑ йышӑнӑва ҫирӗплетӗҫ.