Ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче Украинӑри Козлецки районти Остер хулинче вилӗмсӗр поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин палӑкне уҫнӑ. Ӑна хура гранитран тунӑ. Палӑка Ҫеҫпӗл вилнӗ вырӑна асӑнса лартнӑ юпапа юнашар вырнаҫтарнӑ.
Палӑка уҫма Чӑвашран сумлӑ делегаци тухса кайнӑ. Йышра «Канашсем» ентешлӗхӗн пайташӗсем Анатолий Кипеч, Лидия Филиппова тата Юрий Алексеев, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ Михаил Краснов, Канаш тӑрӑхӗнчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, поэтӑн тӑванӗ Юрий Кузьмин, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева пулнӑ. Чӑваш делегацийӗ Украинӑна Чернигов облаҫӗн Культура департаменчӗ тата Пӗтӗм Украинӑри чӑвашсен «Ҫеҫпӗл» пӗрлӗхӗ чӗннипе ҫул тытнӑ.
Палӑк ҫине «...Тусӑмсем! Ун чух ҫул майӗ, ман ҫине пырса, юрӑ юрласа кӑтартӑр, сӑвӑ каласа...» тесе чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата акӑлчанла ҫырса хунӑ.