Паян ҫӗрле Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Патаккассинче пушар алхаснӑ. Ҫурт тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ.
Пушар пирки ҫур ҫӗр иртсен пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫма паман. Шел те, 44 ҫулти кил хуҫи инкекрен ҫӑлӑнайман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл, ахӑртнех, пирус туртнӑ, ҫулӑм ҫавӑнран тухма пултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 549 пушар пулнӑ, вӗсенче 32 ҫын вилнӗ.