Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви 2014 ҫулта вӗрентекенсем валли пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче федераллӑ хупӑ социаллӑ тетел ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Проект тӗллеве — пӗрлӗхлӗ виртуаллӑ лаптӑка йӗркелесси, унта вара вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе тӳррен ҫыхӑнма пултараҫҫӗ тата вӗренӳ министерствин хӑйӗн сӗнӗвӗсемпе паллаштарма май пулӗ.
Проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх социаллӑ тетелӗн пулас сайтҫисем пӗр-пӗринпе калаҫу ирттернисӗр пуҫне, ҫӗнӗ нормативсемпе, вӗренӳ формисемпе хыпарсем илсе тӑма та пултарӗҫ. Сӑмах май, «Вӗренӳ ҫинчен» ҫӗнӗ саккун пурнӑҫа кӗнӗ хыҫҫӑн тетелти хыпар вӗрентекенсене самай усӑллӑх кӳрӗ. Унсӑр пуҫне тетел урлӑ вӗренӳпе меслетлӗх литературине сарма тата вӗренӳ программине йӗркелесе пулӑшма планланӑ.