Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пирӗн спортсменка чикӗ леш енче ӑмӑртса ҫитӗнӳ тунӑ. Питӗ лайӑх хыпар килнӗ унтан!
Шупашкар хулинчи 6-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Виктория Тонконогова гимнастка Таиландран медальсем илсе килнӗ: икӗ ылтӑн тата ике кӗмӗл медальсем.
Виктория Тонконогова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче тупӑшса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Унтан вӑл тӗрлӗ ҫӳллӗш каштасем ҫинче ӑмӑртса тепӗр ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Нумай енлӗ харпӑр кӗрешӳре вара пирӗн ентешӗн пухмачӗ икӗ кӗмӗл медальпе пуянланнӑ.
Палӑртса хӑварар: Виктория Тонконогова Ирина Николаева тата Виктория Николаев теренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.
