Пӑрачкав муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл арӑмне хӗненӗ.
Ашшӗ амӑшне хӗнени пирки 10 ҫулти ывӑлӗ полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн полици ӗҫченӗсем вырӑна тӳрех кайнӑ. Чӑнах та, арҫын 29 ҫулти арӑмне хӗненӗ иккен, кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем пулнӑ.
Ку кӑна мар-ха, арҫын пӗр эрне маларах арӑмӗ умӗнче пуртӑпа сулкалашса вӗлерессипе хӑратни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Халӗ экспертизӑсем ирттереҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.