Архангельск хулинче пирӗн ентеше тытса чарнӑ. Вӑл ҫынна вӑрлама тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
43 ҫулти ҫак арҫын судпа унччен те айӑпланнӑ. Ун чухне ҫынна вӗлернӗшӗн тӗрмере ларнӑ. Хальхинче вӑл 22-ри хӗре тапӑннӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ун патне пынӑ, сумка йӑтса пулӑшма ыйтнӑ. Унӑн пилӗкӗ ыратать-мӗн.
Хайхискерсем подъезда кӗнӗ. Унта вара арҫын хӗре лифта сӗтӗрсе кӗнӗ, хӑйӗн хваттерне илсе кӗме хӑтланнӑ. Юрать-ха, кӑшкӑрашнине участковӑй илтнӗ, вӑл пулӑшма ҫитнӗ.
Халӗ арҫынна татса чарнӑ. Следовательсем ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.