Чӑваш Енри вӑрмансене пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Пирӗн республика кӑҫал ҫав тӗллевпе 11 беспилотник туянма палӑртса хунӑ.
Ку хыпара Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Дмитрий Краснов Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата проект енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Дмитрий Краснов «Пилотсӑр вӗҫекен авиаци тытӑмӗ» ҫӗнӗ проектшӑн яваплӑ иккен.
Федераци проектне пурнӑҫласа республикӑра «Тӑван ҫӗршывра туса кӑларнӑ авиаци тытӑмне туянассине аталантарасси» регионти проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ. Унӑн ертӳҫи Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов яваплӑ пулӗ.