Ҫак кунсенче ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Кун пек чухне вӑрманта пушар тухас хӑрушлӑх питех те пысӑк. Ҫавна май вӑрмансене кӗме чараҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере Чӑваш Енри вӑрмансенче канма пуҫтарӑннӑ ҫынсене 40-шер пин тенкӗ штраф ҫырса панӑ. Вӗсем палатка лартсах, кӑвайт чӗртсех вӑрманта канас тенӗ. Пушарпа кӗрешмелли ятарлӑ режим вӑхӑтӗнче вара вӑрманта кӑвайт чӗртме юрамасть. Мангалпа та усӑ курма юрамасть. Асӑннӑ режима пирӗн тӑрӑхра ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех йышӑннӑ.
Йӗркене пӑсакан уйрӑм ҫынсене 40-50 пин тенкӗ чухлӗ штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 60-90 пин тенкӗ, организацисене — 600 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран.
Вӑрманта пушар курсан 8 (8352) 40-24-00 диспетчер службине е Вӑрман хуралне 8-800-100-94-00 телефон номерӗсемпе пӗлтермелле.