Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнчи ЗАГС пайӗнче хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ ывӑлне панӑ. Арҫын ачана Эней тесе чӗнеҫҫӗ.
«Эней» Авалхи Греци чӗлхинчен куҫарсан «паттӑр» тенине пӗлтерет. Авалхи Греци мифологийӗнче Эней Троян вӑрҫин паттӑрӗ пулнӑ.
Ҫак ят питӗ сайра тӗл пулать. Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкаллине пӗрремӗш хут регистрациленӗ.