Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Раиса Сарпи чӑвашла куҫарнӑ «Катюшӑна» юрлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 04.12.2023 11:54 | 901 хут пӑхнӑ
Республикӑра
smotrim.ru сайтри сӑн
smotrim.ru сайтри сӑн

Паллӑ «Катюша» юрра тӗнчери тӗрлӗ чӗлхепе шӑрантараҫҫӗ. Халӗ ӑна чӑвашла та куҫарнӑ. Пуҫаруҫисем – Халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем. Ҫак юрра ахальтен суйламан. Кӑҫал вӑл халӑх ҫине тухнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ.

Михаил Исаковский ҫырнӑ сӑвва чӑвашла Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи куҫарнӑ. Сӑвӑҫ каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна хӑвӑрт хатӗрленӗ. Чӑвашла «Катюшӑна» вара Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем юрлаҫҫӗ.

#сӑвӑҫсем, #юрӑ-кӗвӗ, #филармони

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 14:35
Agabazar
Пĕрремĕш куплета куçарса «Чăваш халăх канашлăвĕн» хурал кĕтесĕнче вырнаçтарнăччĕ.
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 14:37
Agabazar
Паллах, тӗрлӗ концепцие тӗпе хурса куҫарма пулать.
Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша,
Айлӑм тӑрӑх явӑннӑ тӗтре
Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша
Шӑрантарнӑ юррине хитрен.
Раиса Сарпин хальхи куҫарӑвне те илсе кӑтартасшӑнччӗ, анчах та видео-аудиопа паракан текста хӑлхана чикме кансӗртерех.
Ну, кунта Катюша тенине ҫаплах хӑварнӑ. Анчах та вӑл ята «чӑвашлатса» та ҫав халлӗн текста кӗртме пулать.
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 14:54
Agabazar

Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша,
Айлӑм тӑрӑх явӑннӑ тӗтре
Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша
Шӑрантарнӑ юррине хитрен.

Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 15:01
Agabazar
Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша,
Йӑсӑрланнӑ айлӑмра тӗтре.
Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша
Шӑрантарнӑ юрӑсем хитрен.

Вӑл юрланӑ сӑрӑ ӑмӑрткайӑк
Ҫеҫен хирӗн явӑнни тавра.
Савнӑ тусӗ аса килнӗ майӑн,
Сӑнарланнӑ ку та юрӑра.
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 15:04
Agabazar
Ку куҫарӑва Хурал кӗтесӗнче, 13.11.2022 19:47 тӗлӗнчи комментарире тупма пулать.
https://chuvash.org/chat#chat
Каялла нумаях каймалла мар, часах тупӑнать.
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 16:34
Agabazar
Тепĕр куплечĕ куçарăвĕ, халь çеç ăсталанăскер, ак çакнашкал пулать:

Ах, эс, юррăм, хĕрупраç юррийĕ,
Хĕвелпе вĕç, хыççăн хăвала
Чикĕри салтакшăн пулĕ кирлĕ
Вĕçсе çитнĕ çавнашкал салам.
Ялтан // 3652.86.3709
2023.12.04 16:54
Эх,ҫамрӑксем, Катюшӑна миҫе ҫул каялла тата миҫе ҫын чӑвашла куҫарнине пӗлетӗр-ши эсӗр.Сарпи пач та пӗрремӗш мар.
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 17:01
Agabazar
Малалла ак çапла пулма пултарать:

Сар хĕре салтакĕ аса илĕ
Илтĕ унăн янкăс юррине.
Çĕршыва куллен вăл куç пек сыхлĕ,
Упрĕ сар хĕр хăй юратăвне.

Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша,
Айлӑм тӑрӑх явӑннӑ тӗтре
Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша
Шӑрантарнӑ юррине хитрен.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем