Етӗрне районӗнче фермерсен слётне пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттерме палӑртса хунӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале регионти чи маттур усламҫӑсем пуҫтарӑнӗҫ, ҫав шутра кӑҫал гранта тивӗҫнӗ аграрисем те.
Слётра чи лайӑх 100 фермерӑн рейтингӗпе тата «Перспектива» (чӑв. Малашлӑх) конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисемпе палаштарӗҫ.
Ҫав кунах Чӑваш Енри фермерсем Раҫҫейри «Народный фермер» (чӑв. Халӑх фермерӗ) ассоциацине кӗресси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пусӗҫ.