Ӗнер Шӑмӑршӑ районӗнче комбайн ҫунса кайнӑ. Ку 15 сехет те 10 минутра пулнӑ.
"Строитель плюс" предприятин Дон-1500Б комбайнӗ урпа вырнӑ. Тӑрук унӑн мотор отсекӗ ҫунма тытӑннӑ. Комбайн вӑйлах ҫунса кайнӑ.
Чӑваш Енри Гостехнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, комбайн юсавлах пулнӑ. Пушар сӳнтермелли хатӗрпе те тивӗҫтернӗ ӑна. Техтӗрӗслев витӗр вара нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, тухнӑ.
Гостехнадзор шутланӑ тӑрӑх, комбайнер напарникпе ӗҫленӗ тӗк тӑкак пӗчӗкрех пулӗччӗ - иккӗшӗ ҫулӑма хӑвӑртрах сӳнтерме ӗлкӗреччӗҫ.