Арҫын хырӑм ыратнипе аптӑранӑ. Вӑл Хулари 1-мӗш клиника пульницине пулӑшу ыйтма пынӑ.
Шурӑ халатлисем рентген тунӑ та хырӑмра темӗнле япала пуррине асӑрханӑ. Консилиум пухса ӑна эндоскопи технологийӗпе кӑларма йышӑннӑ.
Операцие эндоскопи уйрӑмӗн заведующийӗ Владимир Антонов тата Александр Бахтин эндоскопист тунӑ.
Пациентӑн хырӑмӗнчен кашӑк пайне кӑларнӑ. Вӑл 12 сантиметр тӑршшӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, кун тӑршшӗ япала пациентӑн хырӑмне лекни сайра-хутра кӑна тӗл пулать.