Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Эрех ӗҫсе 7 уйӑхри ывӑлтан хӑтӑлма шут тытнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 20.07.2013 04:59 | 1322 хут пӑхнӑ

Эрех таврашӗ этем пуҫне минретни ҫинчен тата тӗрлӗ тискер ӗҫсем тума хӗтертни ҫинчен пӗрре мар илтнӗччӗ. Анчах та нивушлӗ ҫав сийӗнлӗ шӗвӗк ҫынна тӑван тӗпренчӗкӗ ҫине аллӑ йӑттарма пултарать? Пултарать ҫав иккен, унтан та тискерлӗ ӗҫ-пуҫсем тума та хӗтӗртет. Ҫакна ав кӑҫал пулса иртнӗ пулӑм та ҫирӗплетет.

Чӑваш Енӗн аслӑ сучӗ 35 ҫулхи Эдуард Иванова шӑпӑрлана вӗлӗрме тытнӑшӑн тата асӑрхануллӑ пулманнипе ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑ статьясемпе — «айӑплӑ» — тесе йышӑннӑ.

Ӗҫӗн материалӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ӳсӗр арҫын килте ахӑрма тытӑннӑ, вара шуйттан хӗтертнипе пулмалла алла тулли ҫур литр эрех кӗленчине тытса сасартӑк вӑл 7 уйӑхри шӑпӑрлана пуҫӗнчен ҫапнӑ. Хыҫҫӑн вара арҫын кӗленчесӗрех пӗчӗк ачана пуҫран тата ытти кӗлӗткен пайӗсенчен «чышкӑланӑ». Васкавлӑ пулӑшу урапи хӑвӑрт ҫитнипе кӑна тухтарсем тӗпренчӗк пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Арҫын тискӗрлӗхне пула ачан пуҫӗ хытах аманнӑ, кӗлетке ҫинче те сурансем чылай пулнӑ.

Йӗрлев ӗҫне ирттернӗ вӑхӑтра полици ӗҫченӗсем тата тепӗр кӑсӑклӑ пулӑма тӗпчесе пӗлнӗ. Пӗлтӗр, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иккен хайхи арҫын самай хӗренкеленӗскер хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне ура валли упражнени тума шухӑш тытнӑ. Ку пулӑм вара ачашӑн инкекле вӗҫленнӗ. Ашшӗ хӑй сисмесӗрех ачан пӗҫ шӑмине хуҫнӑ.

Хӑйӗн тискер хӑтланӑвӗсемшӗн арҫына суд йышӑнӑвӗпе 8 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ.

#сывлӑх, #ӳсӗрсем, #ачасем, #пӑтӑрмахсем, #тискерлӗх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем