Паянтан пуҫласа Шупашкартан Питӗре самолетпа ҫитме пулать. Авиарейсӗсем эрнере виҫӗ хут пулӗҫ тесе палӑртнӑ: тунтикун, эрнекун тата вырсарникун. Самолетсене юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗччен вӗҫтерӗҫ.
Эрне варринчи рейссем Шупашкартан 12 сехет те 50 минутра хускалмалла. 15 сехетре самолет Питӗр хулине ҫитӗ. Унтан вӑл ирхи 9 сехет те 40 минутра тапранмалла. Вырсарникун вара Питӗрте 11 сехет те 25 минутра сывлӑша ҫӗкленӗ, Шупашкарта — 14 сехет те 35 минутра.