Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ Гугл тӑлмачӗнче пулӑшма ыйтать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.08.2022 17:33 | 1892 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Николай Плотниковӑн тӳпи ҫурри ытла йышӑнать
Николай Плотниковӑн тӳпи ҫурри ытла йышӑнать

Google.Translate сервиса чӑваш чӗлхине кӗртес тӗлӗшпе пулӑшу эпир сирӗнтен унччен те ыйтнӑччӗ. Шел те, хыпарне вырнаҫтарнӑ чухне кӑна пулӑшакансем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ, каярах вара ҫак ӗҫ пирки пачах та манчӗҫ. Ҫавна май Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ сире ку ӗҫе тепӗр хут хутшӑнма йыхравлать!

Пулӑшма кӑмӑл пур пулсан ҫак ӗҫ пӗрре те йывӑр мар. Ҫакна унччен хутшӑннисем те ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ. Пулӑшас текенсен мӗнле утӑмсем тумаллине ятарлӑ статьяра ҫырса кӑтартрӑмӑр. Кӗскен каласан, сирӗн Google.Translate сайта уҫмалла та, «Предложить перевод» пускӑч ҫине пусса ятарлӑ пая кӗмелле. Кунта чӑваш чӗлхине суйламалла та («английский–>чувашский» мӑшӑра) е куҫарусем сӗнмелле, е ыттисем куҫарнине тӗрӗслемелле. Пулчӗ те.

Ку пулӑшӑва акӑлчанла пӗлмесен те ним йывӑрлӑхсӑр тума пулать. Google е Яндекс пулӑшнипе ним мар акӑлчанларан вырӑсла (Яндексӗ вара тӳрех чӑвашла та куҫарма пултарать!) куҫарма пулать. Вырӑслине чӑвашла куҫарма вара йывӑр мар. Кӑмӑл кӑна пултӑр!

Сӑмах май, чӑвашсем «ҫывӑрнӑ» хушӑра пушкӑртсем те, яккутсем те пирӗнтен иртнӗ. Чеченсем пирки каласси те ҫук. Чӑвашсем тунӑ ӗҫ шучӗ 6 600 пулсан, чеченсен 16 пинрен иртнӗ!

Чӑвашла-акӑлчанла мӑшӑрсем хатӗрлессине вара Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ урӑх мелсемпе те тӑвать. Сӑмах май эпир программӑсемпе усӑ курса 200 пин ытла мӑшӑр хатӗрлеме пултартӑмӑр. Анчах ку питӗ сахал. Вӗсене алӑпа туманран пахалӑхӗ пысӑках мар, вӗсемпе усӑ курса куҫару модельне вӗрентме йывӑр.

#ЧЧЛ, #Google, #сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #пулӑшу

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://translate.google.com/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем