Ӗнер, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче, Мода ҫурчӗ енче ҫӗнӗ, хальхи саманари «ӑслӑ» чарӑну хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ. Чарӑну павильонӗнче транспорт килес вӑхӑта кӑтартакан ятарлӑ электрон хӑмине вырнаҫтарнӑ, унсӑр пуҫне тата чарӑнура ҫынсем тӳллевсӗр wi-fi мелӗпе усӑ курса Тӗнче Тетелне кӗме пултараҫҫӗ.
Паянхи куна чарӑнури электрон хӑми ГЛОНАСС/GPS системӑллӑ троллейбуссене ҫеҫ курма пултарӗ. Ҫитес вӑхӑтсене ҫӗнӗ проекта маршрутлӑ автобуссемпе, таксисене хутшӑнтарма планланӑ.
Унсӑр пуҫне тата хула халӑхӗ чарӑнура банкомат пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултарать, коммуналлӑ тӑкаксене те ҫакӑнтах тӳлесе татма май пур. Павильонсенчи хӑрушсӑрлӑха видеокамерӑсемпе сыхласа тӑрӗҫ.
Хула влаҫӗсем пур чарӑва та ҫӗнӗ система ҫине куҫарсси пирки шанса тӑрать. Кун ҫинче Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов та ҫирӗплетнӗ.
Хула администраци пӗлтернӗ тӑрӑх Пӗрекетле бнк пулӑшӗвӗпе пӗтӗмпе хулара 3 «ӑслӑ» чарӑну — «Энергозапчасть», «Коопераци институчӗ», «Мода ҫурчӗ» — ӗҫлесе кайнӑ. Ҫитес вӑхӑтра тата тепӗр икӗ чарӑва ҫӗнӗтме палӑртнӑ: «Дорисс парк», «Раща».
Палӑртса хӑварас пулать: ҫӗнӗ павильонсенче чарӑну ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ.