Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Тарай» ҫӗнӗ юрӑ хайланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 21.06.2013 12:59 | 1685 хут пӑхнӑ

Таллин хулинчи «Тарай» фолк-ушкӑн Нестер Янкас поэт ҫырнӑ «Ҫывӑх тус» сӑввипе «Танлаштармӑп» юрӑ ҫырнӑ. «Мӗнех вара? Халӗ юрӑ ҫырман ҫын та сахал пулӗ...» — кӑмӑлсӑрланӗҫ ахӑртнех хӑшӗсем. Ҫапла, паян сӑвӑ та такам та ҫырать, кӗвве те хывакансем сахал мар. Ан ӳркен кӑна темелле-ши?.. Теприсем вара сӑввине те шӑрҫалаҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, микрофон тытса сцена ҫине те хӑйсемех тухаҫҫӗ. Юрӗ-ха, чӑннипех пултаруллисем пулсан савӑнмалли кӑна юлать. Анчах пиҫсе ҫитменнисем пирки мӗн каламалла-ши? Юрӗ, таҫта айккинеллех пӑрӑнтӑм курӑнать. «Тарай» ушкӑн патнех таврӑнам-ха.

Ушкӑна Таллинта пурӑнакан Александр Айдаров ертсе пырать. Ача чухне вӑл чӑваш чӗлхине илтнӗ пулин те калаҫман. Тӑван чӗлхепе темиҫе ҫул каялла кӑна пуплеме хӑнӑхнӑ. Александр каланӑ тӑрӑх, Эстонире 350 чӑваш пурӑнать. Таллинта чӑваш фольклор ушкӑнӗсем иккӗ иккен. Пӗри — «Тарай», тепри — «Палан». Ун пирки эпир пӗринче ҫырнӑччӗ. «Тарай» ушкӑнта тӑваттӑн. Бас музыка инструменчӗпе Эйнар Муони ветеринар вылять иккен, аккордеонпа — муниципалитет тӳре-шаринче тӑрӑшакан Сергей Чекулев, ҫапса каламалли инструментпа — журнал редакторӗ Дан Ротарь. Гитарӑпа Александр хӑй вылять. Хӑй вӑл Таллинти техника университетӗнче преподавательте тӑрӑшать. Джаз аккорчӗпе диско витӗмне хутӑштарса вӗсем хӑйне евӗр чӑваш юррисем ҫыраҫҫӗ. «Чӑваш пентатоники валли хӑйне май виҫе тупма ӑнтӑлатпӑр», — тесе ӑнлантарнӑ Александр «Ирӗклӗ сӑмах» сайта. Сӑввисене чӑвашсен паллӑ поэчӗсенне — Нестер Янкасӑнне, Илле Тукташӑнне, Андрей Петоккинне — илеҫҫӗ.

#пултарулӑх, #Эстони, #Таллин, #Тарай

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1072.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем