Иртнӗ канмалли кун Эстонири Валга хулинче, вӑл Латви чиккинче вырнаҫнӑ, пӗр-пӗринпе туслӑ Валга тата Латвири Валка хулисем тӑванлӑх кунне ирттернӗ. Уява Эстонири Нарва хулинчи «Нарспи» чӑвашсен наципе культура обществи те пырса ҫитнӗ. Тӗрӗссипе, йӗркелӳҫӗсем унта ытти наци коллективӗсене те йыхравланӑ.
Халӑх епле йышӑнӗ тесе чӑвашсем малтан хумханнӑ та-мӗн. Наци тумӗ тӑхӑннӑскерсем хула витӗр ташласа та юрласа иртнӗ. Куракансем вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Каялла хускалас умӗн тата пыма йыхравланӑ. Валга хулин пуҫлӑхӗ Калев Хярк чӑвашсене Хисеп хучӗпе чысланӑ.
...Тӑван хулана таврӑнсан «Нарспи» унти хула кунне хутшӑннӑ. Унта вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн юрри-ташшипе савӑнтарнӑ, ӗҫми-ҫимипе сӑйланӑ, Чӑваш Ен тата унӑн йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартнӑ.
Халӗ Нарва хули чӑвашсен Акатуйне ирттерме хатӗрленет. Вӑл ҫитес уйӑхра пухӑнӗ.