Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Мӑн Енӗш урлӑ хывнӑ кӗпере 83,6 миллионпа юсама хатӗр подрядчика шыраҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 18.03.2022 11:37 | 936 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
Ӗсмелти кӗпер
Ӗсмелти кӗпер

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски (Ӗсмел) салинче Мӑн Енӗш урлӑ хывнӑ кӗпере тӗпрен юсӗҫ. Ҫак тӗллевпе 83,6 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Кӗпере юсама аукционра шӑпах ҫакнашкал малтанхи хака палӑртнӑ та.

Хӑш подрядчик аукциона выляса илнине пушӑн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Аукционта палӑртнӑ заданипе килӗшӳллӗн, юсав икӗ тапхӑрпа иртмелле — 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 31-мӗшӗччен тата ҫитес ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 30-мӗшӗччен. Юсав хыҫҫӑн мӗн те пулин ҫӗмӗрӗлсен, подрядчикӑн ӑна 8 ҫул хушши хӑй шучӗпе пӑхса тӑмалла пулӗ.

Аса илтеретпӗр, ҫак кӗпере юсамалли проекта хатӗрлес тӗлӗшпе ҫулталӑк маларах аукцион ирттернӗччӗ.

#юсавсем, #кӗперсем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #аукционсем, #ҫӳл-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем