Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр ҫӗнӗ портал ӗҫлесе кайӗ. Вӑл социаллӑ пулӑшу кӳрекенсене пӗр ҫӗре пӗрлештерекенскер пулӗ. Кун пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Ефимова паянхи брифингра пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ портала Республика кунӗ тӗлӗнче йӗркелекен «Регионсем — чикӗсӗр ҫыхӑну» курав вӑхӑтӗнче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗ пулӑшнипе республикӑри социаллӑ учрежденийӗсем пӗр тӗвве ҫыхӑнӗҫ. Пӗр тытӑмри учрежденисене, тӗрӗсрех, сывлӑх сыхлавӗн хуралӗнче тӑракансене, пӗтӗҫтерекен медицина порталӗ пур-ха. Апла тӑк, ку вӑл ҫавӑн йышширехскер пулӗ тесен те йӑнӑш мар. Раҫҫейре вара апла проект ҫук-мӗн. Тӗрӗссипе вара — шыравҫӑсенчен ыйтсан — темиҫе таранах тупса параҫҫӗ: тӗслӗхрен, Самар тӑрӑхӗнче, Тинӗҫҫум енӗнче ҫавнашкал сайтсем ӗҫлеҫҫӗ те ӗнтӗ.