Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Паян Олег Мустаевӑн чӗри тапма чарӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 14.03.2022 15:27 | 3497 хут пӑхнӑ
Персона

Паян Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш автономийӗн пуҫлӑхӗн Олег Мустаевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Вӑл мӑшӑрӗн Еленӑн куҫӗ умӗнчех вилнӗ.

«Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса.

Олег Мустаев 1965 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна пӗтерсен вӑл Чӗмпӗре куҫса кайнӑ. 1992 ҫулта ӑна «Еткер» чӑваш фончӗн президентне суйланӑ. 2016 ҫултанпа Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци культурин автономин председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ.

#чӑвашлӑх, #кӳршӗре, #ЧНК, #ҫухатусем, #Чӗмпӗр облаҫӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.14 16:54
Agabazar
Юрилле майпа сывлаттарма тытӑннӑ....
Диагноз? Ҫын утмӑла та ҫитеймен.
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.14 17:51
Agabazar
Нумай çул хушши Чĕмпĕр телекуравĕнче чăвашла «Еткер» кăларăма ертсе пынă. Вăл кăларăм эрнере пĕрре тухса тăнă.
Станислав Убасси // 1467.96.4027
2022.03.16 00:47
Пысӑк ҫухату...
Чӑн Чӑваш...

Agabazar // 1855.85.3121
2022.03.17 11:37
Agabazar
Телекăларăм çеç мар, радиокăларăм та пулнă унăн Чĕмпĕрте. «Хамăрьял» ятпа.
Зинаида Васильевна // 7386.6.2884
2022.03.17 15:50
Эй Турӑ! Халӗ вилнӗ Олег чурӑвӑн чунне канлӗхе кӳрт!
Agabazar // 1855.85.3121
2022.03.17 19:31
Agabazar
Чĕмпĕрсем! Мустаевăн ĕçне мĕнле те пулсан малаллах тăсма тăрăшăр, тархасшăн!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем