Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, республикӑри тата тепӗр больница ковид-госпиталь евӗр ӗҫлеме тытӑннӑ. Хальхинче ӑна Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре уҫнӑ.
Асӑннӑ сывлӑх сиплев учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлисене унти стационарта паян ирхи 8 сехетре йышӑнма тытӑннӑ.
Стационара ҫавӑн пек ӗҫлеттернине чирлекенсем йышлипе ӑнлантарнӑ. Ковид-госпиталь пӗр харӑсах 140 ҫынна йышӑнма пултарать.
Апла пулин те сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе каланӑ. Больницӑра вырӑн пурри унта лекмеллине пӗлтермест. Ҫавӑнпа та халӑх йышлӑ вырӑнта маска тӑхӑнса ҫӳремелле, киле е ӗҫе ҫитнӗ-ҫитмен алӑ ҫумалла т.ыт.те.