Шупашкарти аэропортӑн партнерӗсем — авиакомпанисем — килес ҫулхи та ҫулла Чӑваш Енрен ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине вӗҫессине пӗлтернӗ.
«Победа» авиакомпани Санкт-Петербурга ҫӳрекен рейссен шутне ултта ҫитересшӗн. Хальхи вӑхӑтра Шупашкартан Питӗре самолётсем эрнере 4 хутчен вӗҫеҫҫӗ. Сочине Шупашкартан хутлакан авиарейссен шутне лоукостер кӑҫалхиллех хӑварӗ. Тепӗр майлӑ каласан, эрнере — 4 хутчен. Симферополе вара рейссен шучӗ нумайланӗ. Унта «Северный ветер» авиакомпани эрнере 3 хутчен вӗҫӗ (кӑҫал 2 хутчен вӗҫӗ). «Smartavia» компани вара килес ҫул та эрнере пӗр хутчен хутлӗ.