Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме медицина кислорочӗ сахалли пирки калаҫрӗҫ. Дефицит пулнӑ май «Химпром» ӑна кӑлармалли калӑпӑша пысӑклатса пырать.
Кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру халӗ те лӑпках мар, чирлекенсем сахалланмаҫҫӗ. Вӗсене сиплеме кислород ҫитменни пирки нумаях пулмасть калаҫма пуҫларӗҫ. «Химпром» кӑларнӑ шӗвӗ кислорода пӗр предприятие хатӗрлесе ҫитерме параҫҫӗ, унтан вӑл ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пульницисене ҫитет.
Хальхи вӑхӑтра «Химпром» талӑкра 10-11 тонна кислород кӑларать. Ҫавна май, тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра ку енӗпе дефицит пулмалла мар.