Шупашкарти «Салют» культура керменӗ умӗнчи скверта йывӑҫсем ҫухалма тытӑннине хула ҫыннисем асӑрханӑ. «Тин кӑна «Салют» умӗнче хӑтлӑх кӗртсе пӗтернӗ, тӗмсем лартнӑ, вӗсем вара ҫук та. Кам тата мӗн тӗллевпе вӗсене кӑклать – ӑнланмалла мар. Симӗс тавралӑхсӑр юлас килмест. Вандалсенчен епле хӳтӗленмелле?» - ҫырнӑ ҫынсем.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, объекта хальлӗхе йышӑнман, ҫавӑнпа подрядчикӑн ревизи туса кӑкланӑ тӗмсем вырӑнне ҫӗннисене лартмалла. Халӗ унта видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, «Альянсгрупп» организаципе культура ҫурчӗ умне хӑтлӑх кӗртмешкӗн 89 млн тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.