 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова РФ тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗпе Праски Виттипе (Виталий Петровпа) тӗл пулнӑ.
Праски Витти кӑҫал 85 ҫул тултарӗ. Тӗлпулура юбилей куравне тата кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче уяв мероприятийӗсене ирттерес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Праски Виттине те Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни ята илме тӑратнӑ, халӗ сасӑлав пырать.
Сӑмах май каласан, халӑх темипе мӗншӗн ӗҫлени пирки «Хыпар» журналистне Андрей Михайлова 5 ҫул каялла художник ҫапларах хуравланӑччӗ: «Чӑваш пирки хура халӑх тенӗ. Вӗсем ҫырма та, вулама та пӗлмен. Ӳкерес ӑсталӑх та пулман. Темиҫе ӗмӗр тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ пирӗн халӑх. Шел те, хальхи вӑхӑтра халӑх хӑйӗн хӑйевӗрлӗхне ҫухатма пуҫларӗ, ҫавӑнпах хамӑн ӗҫӗм-хӗлӗме халӑха халаллас терӗм. Чӑвашсен ӗҫченлӗхӗпе хитрелӗхне, йӑли-йӗркине ӳкерчӗксемпе картинӑсенче сӑнлас килет. Халӑх пурнӑҫӗ искусствӑра ҫырӑнса юлмалла. Килес ӑру ман ӗҫсене пӑхса: «Ку чӑваш халӑхӗ», — теме пултартӑр».





| Пĕри // 1374.1.9149 2021.07.17 19:02 | |
| Ах тур-тур, çак Праски Витти вара... | |
| Agabazar // 3582.79.8277 2021.07.17 19:03 | |
|  | Кам çырма та вулама пĕлмен? | 
| Илле Иванов // 1088.45.8208 2021.07.23 09:57 | |
| Чăваш тĕррисене курман пуль çав Праски Витти | |
