Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Педканаш ҫавра сӗтелӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.11.2007 16:01 | 1896 хут пӑхнӑ

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш Республикин вӗрентӳ институтӗнче Педканаш сайчӗн ҫавра сӗтелӗ иртрӗ. Ҫавра сӗтеле вӗрентӳ институтӗнчи чӑваш чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ Виноградов Юрий Михайлович, вӗренӳ министрествин чӑваш чӗлхине вӗрентессине сӑнаса тӗрӗслесе тӑракан Ядранская Инесса Владимировна, Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗн директорӗ Андреев Владимир Юрьевич, сайта хатӗрлекен Плотников Николай Алексеевич ертсе пычӗҫ. Владимир Андреев сайтӑн паянхи кунхи аталанӑвӗ пирки каласа пачӗ, Николай Плотников сайта епле хатӗрленӗ пирки ӑнлантарса пачӗ.

Ҫавра сӗтеле Шупашкарти университетсенчен, вӗренӳ институтӗнчен ҫынсем килсе канашларӗҫ. Ытларах енӗпе ҫавра сӗтеле чӑваш чӗлхине вӗрентекен вӗрентӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ ӗнтӗ. Вӗсем ҫак сайта аталанмашкӑн мӗн кирли пирки, хутшӑннӑ чухне сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсем пирки пӗлтерчӗҫ. Чи пысӑк йывӑрлӑхсем шутӗнче ял шкулӗсенче интертетел япӑхрах ӗсленине пула сайт вӑраххӑн уҫӑлнине, хӑш-пӗр самантсем валли пулӑшу тексчӗсем ҫуккине, материалсене вырнаҫтарма хӑранине асӑнчӗҫ. Сайта ертсе пыракансем ҫитес вӑхӑтра хӑш-пӗр ыйтусене татса парасса шантарчӗҫ.

#Шупашкар, #Вӗрентӳ институчӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем