Чӑваш Енри налукҫӑсем Шупашкар районӗнчи Пархикассинче регистрациленнӗ «Пучах» хуҫалӑха (ертӳҫи — Валерий Осипов) панкрута кӑларас тенӗ. Анчах суд апла тума килӗшмен.
Федерацин налук службин республикӑри ӗҫченӗсем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Унта Шупашкар районӗнчи «Пучах» ял хуҫалӑх производство кооперативне — колхоза панкрута кӑларма ыйтнӑ.
Хуҫалӑх хысна умӗнчи тӳлевсемпе 866,8 пин тенкӗ парӑм пухнӑ, ҫав шутран тӗп парӑм виҫи — 616 пин тенкӗ, ытти — пеня тата штраф. Маларах асӑннӑ виҫерен виҫӗ уйӑх ытла тӳлемен парӑм виҫи 300 пин тенке яхӑнпа танлашнӑ. Суд ӑнлантарнӑ тӑрӑх, виҫӗ уйӑх ытла тӳлемен парӑм 300 пинрен иртсен ҫеҫ панкрута кӑларма пулать, ҫавӑнпа «Пучаха» хальлӗхе панкрута кӑларман.