Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Икӗ пин ҫурӑ хыпар ытла

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.05.2013 23:11 | 1082 хут пӑхнӑ

Ҫапла, ӗнертенпе пирӗн сайтра хыпарсен йышӗ 2 500 иртрӗ. Малтанхи кӑтартӑва, 1 500 хыпар йышне эпир 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫитсеччӗ (2 пин шутне палӑртмасӑр хӑварса). 500 хыпара ҫырма ун чухне пире ҫулталӑк (2010, ҫурла вӗҫӗ) кирлӗ пулчӗ пулсан, хальхинче информаципе пуянланас ӗҫ самах хӑвартланчӗ теме пулать.

Унсӑр пуҫне пирӗн малашне ҫӗнӗ проект ӗҫлеме пуҫлӗ — «Хыпарла 2». Унпа килӗшӳллӗн эпир ятарласа икӗ журналиста тытӑпӑр — вӗсем кунне 5-шер хыпар ҫырма шантараҫҫӗ. Кама илессине палӑртрӑмӑр теме пулать — ун пирки сире, вулаканӑмарсем, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗлтерӗпӗр. Кашни кун пирӗн сайт 10 ҫӗнӗ хыпарпа пуянланса пыни пирӗн сайтра ҫӗнӗ ҫынсем ытларах явӑҫасса шанатпӑр.

Енчен те сирӗн Чӑвашри тӗрлӗ енлӗ хыпар-хӑнара пӗлсе тӑрас килет пулсан — пирӗн пата хӑнана кашни кунах кӗрсе тухни пӑсмӗ. Эпир тӳре-шаран ӗҫӗнчи кӑлтӑкӗсене те, вӗсен ӳсӗмӗсене те палӑртсах тӑрӑпӑр. Тӗрлӗ сферӑри хыпарсене ҫутатӑпӑр — ял хуҫалӑхӗнчен пуҫласа экономика таранах. Чӑваш ҫӗрӗнчисене ҫеҫ мар, Раҫҫейпе тӗнче шайӗнчисем те пулӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ пулнӑран эпир хыпарсене халӑхӑн кӑмӑлне тивӗҫтерекеннисене вырнаҫтарма шантаратпӑр!

Пӗлме: чи пӗрремӗш хыпар 2005 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче ҫырӑннӑ — вӑл сайт движокне улӑштарни пирки ҫеҫ пӗлтернӗ. Сайтӑн ытти уйрӑмсенчи хыпарсен шучӗ: вырӑслинче — 806, http://en.chuvash.org_акӑлчанлинчеэсперантолинче — 38. Ӗнер пӗр кун хушшинче сайтра чи нумай хыпар хушӑннине те манса каймалла мар — пурӗ 13 пулчӗ (ятарласа сайта та ҫӗнетме тиврӗ: енчен те кун хушшинче хыпарсен йышӗ 10-ран ытларах пулсан пӗрремӗш старницӑра вӗсем малашне пурте курӑнӗҫ).

#сайтсем, #ҫитӗнӳсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем