Тарҫа шанакан хӑрах куҫсӑр, ача-пӑчана шанакан сӗм куҫсӑр юлнӑ теҫҫӗ ваттисем. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Чернышевский тата Шкул урамӗсенче пурӑнакансем те такам пулӑшасса кӗтсе лариччен ӗҫе хӑйсем тытса тума шут тытнӑ.
Ҫакӑн пек шухӑшпа ҫунатланса вӗсем ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче хӑйсем пурӑнакан шӑтӑк-путӑклӑ урамсене йӗркене кӗртнӗ. Хастарсенчен пӗри ӳркенмесӗрех шлак тиесе килнӗ, халӑх вара ӗҫе кӳлӗннӗ — тимӗр шӑратнӑ хыҫҫӑн юлакан ҫав материала сарса тухнӑ. Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе арӗ-арӑмӗ, ватти-вӗтти тухнӑ. Ӗҫе пуҫӑннӑ-пуҫӑннах вӗсем тӑван тӑрӑха та хӑтлӑх кӗртнӗ — таврари ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ.