Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Институтра Геннадий Юмарт юбилейне халалласа анлӑ лару иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.05.2013 22:41 | 1396 хут пӑхнӑ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, ҫӑвӑн 7-мӗшӗнче, паллӑ тӗпчевҫӗ-ҫыравҫӑ Геннадий Фёдорович Трофимов-Юмарт ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗ «Текстологи тата куҫару ыйтӑвӗсем» ятпа анлӑ лару ирттерчӗ.

Шел те, Геннадий Фёдорович хӑй ҫак ларӑва килеймерӗ — сывлӑхӗсем хавшанӑран (куҫӗ курмасть унӑн) вӑл курӑмлӑ мар мелпе хутшӑнчӗ, пурне те салам сӑмахӗ каласа ячӗ. Апла пулин те пухӑннӑ ӑсчахсем паллӑ тӗпчевҫӗн ӗҫӗсене аса илсе вӗсен пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ. Куҫару ыйтӑвӗсемпе тухса калаҫакансем та сахал мар пулчӗҫ — ЧПУ-н чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ Елена Нарпи, институтӑн сӑмах кӗнеки, ярӑмлӑ кӑларӑм тата электронлӑ энциклопеди пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников тата ыттисем.

Геннадий Юмартӑн кун-ҫулӗпе институтӑн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Софронова каласа пачӗ. Ҫак кунсенче «Чӑваш литература пӗлӗвен, куҫару ӗҫӗн тата фольклористика ыйтӑвӗсем» кӗнеке пичетленсе тухнӑ иккен, унта Г.Ф. Юмартӑн вырӑсла ҫырнӑ статьисем кӗнӗ. Ирина Владимировна ҫӗнӗ кӗнекепе те паллаштарчӗ (ӑна институтра 180 тенкӗпе туянма пулать).

Анлӑ лару вӗҫленнӗ май институтӑн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Ендеров пӗтӗмлетӳ турӗ, доклад калакансен сӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗ.

Сӑнсем (14)

#юбилейсем, #ларусем, #ЧПГӐИ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем