Чӑваш патшалӑх университечӗн сайчӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци вӗҫленни пирки пӗлтерет. Тӗрӗслев комиссине пӗтӗмпе 2304 ӗҫ ҫитнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче хӑй пӗлӗвне 251 ҫын тӗрӗсленӗ, ыттисем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта ҫырса ӗҫӗсене интернетпа ярса панӑ. Пӗтӗм ӗҫрен 1736 диктанта шута илнӗ, ыттисене хакланисен ретне кӗртме май килмен — техника сӑлтавӗсене пула (сканерпа куҫа курӑнмалла кӑларман, чылайӑшӗн е пуҫламӑшӗ, е пӗтмӗшӗ ҫук) тӗрӗслев комиссийӗ вӗсене пӑхса тухайман.
Хаклава тивӗҫлӗ ӗҫсенчен «5» палла тивӗҫнисем — 171 (9,8 %), «4» паллӑ илнисем — 677 (39 %), «3» паллӑ илнисем — 376 ( 21,7 %), «2» паллӑ илнисем — 512 ( 29,5 %).
«3» тата «2» паллӑ илекенсен хушшинче ытларах шкул ачисем, мӗншӗн тесен кӗҫӗнрех классенче вӗренекен ачасем тӗрӗс ҫырмалли правилӑсене пурне те вӗренсе ӗлкӗреймен. Шкулта 9 класс пӗтернӗ тӗле ҫеҫ орфографи тата пунктуаци правилисене туллин пӑхса тухаҫҫӗ, «Пӗтӗм чӑваш диктантне» вара шкул ачисем 5 класран пуҫласах хутшӑннӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци ӑнӑҫлӑ иртнӗ, вӑл чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхине хисепленине, сума сунине кӑтартса пачӗ.
маргарита // 3455.97.2336
2013.05.03 09:19 | |
мĕн çырмалла? |