Ҫӗрпӳ хулинче килсӗр-ҫуртсӑр пӗр арҫын хӑйӗн ар хатӗрне ачасене кӑтартнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна хупса хумалла тунӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 53 ҫулти арҫын 8-11 ҫулсенчи 4 хӗрача патне пынӑ. Вӗсем нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗнче вылянӑ. Арҫын ар хатӗрне уҫса кӑтартнӑ хыҫҫӑн таҫта кайса ҫухалнӑ. Ачасенчен пӗри киле кӗрсен ашшӗне евитленӗ. Арҫын пакунлисене пӗлтерме васканӑ.
Пӑтӑрмахчен 6 кун маларах арҫын хуран вӑрланӑ. Хуҫи тӑкака 2,5 пин тенкӗ ытла тесе пӗлтернӗ.
Килсӗр-ҫуртсӑр арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Ӑна 13,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.