Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Пӑрҫа пӗрчи

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.07.2020 14:15 | 5077 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Ял хуҫалӑхӗ

Ку вӑхӑтра пахчара тата уйсемпе хирсенче пӑрҫа пиҫсе ҫитет. Ӗлӗк ку культурӑна самай акатчӗҫ, халь вара, выльӑх-чӗрлӗхе сахалрах тытма пуҫланипе-ши ҫакӑ ҫыхӑннӑ, пӑрҫа уйӗсем ҫуккипе пӗрех.

Чӑваш Республикипе Чӗмпӗр облаҫӗнчи Россельхознадзор тытӑмӗ пирӗн редакцине пӑрҫа пӗрчи (гороховая зерновка) пирки информаци вырнаҫтарма ыйтрӗ. Паллах, вӗсем вырӑсла ярса пачӗҫ. Ун пирки пӗлтерни сирӗншӗн те усӑллӑ пулӗ тесе эпир ку информацие чӑвашла вырнаҫтарас терӗмӗр. Унсӑр пуҫне икчӗлхеллӗ корпусшӑн та паха пулӗ — вӑл пуянланӗ.

Пӑрҫа пӗрчи — Bruchus йӑхӗнчи пысӑках мар нӑрӑ, пӑрҫан культурӑлатнӑ сорчӗсене сиен тӑвакан сӑтӑрҫӑ. Вӑл хура тӗслӗ, тӗкӗ шурӑ, мӑйӑх тӗпӗ, малти чӗркуҫҫисем тата урисем хӗрлӗ-сарӑ. Раҫҫейре пӗрремӗш хут ӑна 1857 ҫулта асӑрханӑ.

Ҫуркунне вӑранать, ҫамрӑк пӑрҫа хутаҫҫи ҫине сарӑ ҫӑмарта хӑварать (200-е яхӑн, пӑрҫара пӗр хурт пулать). Хурчӗсем пӗрерӗн ҫамрӑк пӑрҫа ӑшне кӑшласа кӗреҫҫӗ; кӗркунне, пӑрҫана пуҫтарса илнӗ хыҫҫӑн, кипкеленме пуҫлаҫҫӗ. Нӑрӑсем пӑрҫаран тепӗр ҫуркунне ҫавра шӑтӑк кӑшласа тухаҫҫӗ.

Сиенленнӗ пӑрҫасем хӑйсен йывӑрӑшне 40 процент таран ҫухатаҫҫӗ, хуртланнӑ пӑрҫан ҫавӑн пекех тутлӑх тата вӑрлӑх пахалӑхӗ чакать. Пӑрҫа пӗрчисем пӑрҫана хӑйне те пысӑк сӑтӑр тӑваҫҫӗ — хурчӗ ӳснӗ ҫемӗн вӑл шалта пысӑк хӑвӑлсем тӑвать, ҫапла май эндоспермӑн ҫур пайне ытла пӗтерет. Сиенленнӗ вӑрлӑхӑн шӑтаслӑхӗ чакать. Унсӑр пуҫне, хурт хӑварнӑ экстрементӑн 90 таран процентӗнче ҫынсемшӗн тата выльӑх-чӗрлӗхшӗн сиенлӗ контаридин алкалоичӗ пур, ҫавна пула сиенленнӗ пӑрҫа ҫиме те, выльӑха пама та юрӑхсӑр. Опытсӑр ҫынна пӑрҫа сиенленнине ун ӑшӗнчен нӑрӑсем тухиччен асӑрхама питӗ йывӑр — тулаш енчен сӑтӑр туни курӑнмасть, вӑрлӑх хуппи ҫинче ҫеҫ кӑшт тӗксӗмленнӗ вырӑн пур.

Кӗрешӳ мелӗсене лару-тӑрӑва кура суйламалла. Сӑмахран, хими меслечӗпе усӑ кураҫҫӗ (инсектицидсемпе усӑ курса) тата агротехника мелӗсемпе (пӑрҫана иртерех акни пулма пултарать; сӑтӑрҫӑна хирӗҫ тӑма пултаракан пӑрҫа сорчӗсемпе усӑ курни; пӑрҫана маларах пуҫтарса ҫапса кӑларма пултараҫҫӗ, нӑрӑсене тухма йывӑрлатас тесе пӑрҫана вырнӑ хыҫҫӑнах хӑмалне ҫӗтсе ҫӗртмене тарӑн сухаласа тухни; авӑн ҫапнӑ вырӑнта ӳсентӑран юлашкийӗсенчен тӗплӗн тасатни).

Складсенчи профилактика мелӗсем: пӑрҫа йышӑнас тата упрама вырнаҫтарас умӗн управӑшсене хатӗрлесси — тасатса тухасси, каярахпа нӳрӗлле е аэрозоллӑ меслетпе дезинсекцилесси; сӑтӑрҫӑсем лекме пултаракан мӗнпур объекта пӗтӗмӗшле пӑхса тухасси.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#пӑрҫа, #ял хуҫалӑхӗ, #ӳсентӑрансем, #Россельхознадзор

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4082.04.2555
2020.07.17 14:21
Agabazar
Пăрçа хурчĕ.
2020.07.17 15:04
Аçтахар Плотников
Ҫапла темелле-ши...
Agabazar // 4082.04.2555
2020.07.17 16:23
Agabazar
Пăрçа пĕрчи — горошина.
Пăрçа хурчĕсен тĕсĕсем нумай мар ĕнтĕ вĕсем. Чи палли — кунта çырса кăтартни. Ыттисене, паллах маррисене, вĕсем чăнах та пур пулсан тата çакă питĕ кирлĕ-тĕк, урăхларах калама пулать. Ку хурт пирки мĕн шутламалли? Тыт та çырса хур. Хурт вăл вăл хурт, мĕн пирки сăмах пыни тÿрех паллă.
Хурт тени нăррине те, унăн «ачисене» те пырса тивет.
2020.07.17 21:39
Аçтахар Плотников
Корпуса «хурт» пек кӗртрӗм.
Agabazar // 3145.11.7292
2020.07.18 23:55
Agabazar
Мĕн вăл «корпус»?
Вот и // 1977.69.9930
2020.07.21 17:15
нашли проблему над чем спорить... Но ведь ясно, что есть "тулă пĕрчи", "ыраш пĕрчи", "пăрçа пĕрчи"(горошина), но может быть еще "гороховая "зерновка", "зерновка" а кавычках - "пăрçа хуртчĕ". Хурт - гусеница. Что интересно, ведь еще есть "пыл хуртчĕ"... Если "гороховая "зерновка" - значит хурт особого свойства что-ли... Но никак не может быть "пăрçа пĕрчи". Вообще чуваши из Чувашии очень ошибочно говорят по-чувашски. Зачастую всё и вся вне всякой логики.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем