Чӗмпӗр хулинче Чӑваш ҫурчӗ уҫӑлчӗ. Адресӗ: Лев Толстой урамӗ, 12-мӗш cурт. Ун хуҫи — Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ (УОЧНКА). Халӗ ун председателӗ — В.И.Сваев — кунта ларать.
Чи малтан кунта «Канаш» хаҫат редакцийӗ куҫса килчӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта пӗр номер хаҫат кӑлартӑмӑр ӗнтӗ. Ҫаплах ку ҫуртра «Еткер» телекӑларӑм редакцийӗ тата Кӗрешӳ федерацийӗ вырнаҫнӑ.
Чӑваш ҫурчӗ И.Я. Яковлев палӑкӗ патӗнче, урам урлӑ чалӑш ларать — 50 метрта ҫеҫ. Пӗр хутлӑ ҫурта юсаса ҫӗнетме УОЧНКА ҫумӗнчи чӑваш арӗсен «Эртел» ушкӑнӗ нумай укҫа-тенкӗ тӑкакларӗ.
Ҫапла вара УОЧНКА чӑвашсене пӗр йӑвана пухрӗ.
Petr-I // 3158.44.7268
2013.02.02 13:41 | |
Çĕнĕ çуртра пĕрле пухăнса Чăваш халăх культурине сыхласа хăварас, татах та аталантарас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунапăр!
Хĕрÿллĕ салампа,
Чулхулари чăвашсен наципе культура автономийĕ.