Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне чечек хунӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 16.06.2020 04:21 | 1445 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ, – хӗрӳллӗ поэт-трибун Ҫеҫпӗл Мишши вилнӗ кун. Ҫамрӑкскерӗн кун-ҫулӗ Украинӑри Старогородка салинче татӑлнӑ. Пулас поэт, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ ӑста 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ.

Ӗнер Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ пуҫарнипе поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хунӑ. Ҫеҫпӗл.Мишшине асра тытнине палӑртса ҫыравҫӑсемпе поэтсем, общество тата культура ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин этноконфесси пайӗн специалисчӗ Сергей Дмитриев та хутшӑннӑ.

Тухса калаҫакансем поэтӑн йывӑр шӑпи пирки калаҫнӑ, чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ.

Чӗмпӗртен унти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев та килсе ҫитнӗ. Тимӗр Тяпкин чӑваш хастарӗпе иккӗшӗ поэта асӑнса чечек хунӑ.

#астӑвӑм, #чӑвашлӑх, #Шупашкар, #Украина, #Канаш районӗ, #поэтсем, #культура, #ҫыравҫӑсем, #Культура министерстви, #Чӗмпӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вулама юратакан // 2636.28.4460
2020.06.16 09:15
Туркайран ирĕк илнĕ-и бюст умне чечек хума? Тата ма саккуна пăсатăр, пĕри те маска тăхăнман? Темиçен пуçтарăнса мероприяти ирттерме те юрамасть марччĕ-и çак?
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.06.16 12:18
Мустаев маттур ха,ельчк ачи.Таҫта та ӗлкӗрет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем